Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пуринпе те сӑпайлӑ, кӳрнеҫтерсе, тату пурӑнма хӑнӑхнӑ кӑвакарчӑн ҫеҫ хӑйӗн кӳренӗвне хаярлатмарӗ — ни кӑвӑклатмарӗ, ни кӑвӑлтатмарӗ — пуҫне пӗшкӗртсе, ҫунатне пусарса, пӗр сас-чӗв те сиктермесӗр аяккалла лӑпӑстатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Чака-ка-как! — вичкӗн тимленсе, хӳрисене сиктере-сиктере пӗтӗм ҫиллипе салакайӑка тӑвӑнчӗҫ чанапа чакак та.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Чака-ка-как!

Чак!

— Чак!

— Салакайӑк ҫӑкӑра пӗчченех кӳпсе ярасшӑн-няк?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Кра-а-анк? — пӗтӗм кӑкӑрне валт! сиктерсе, ҫӑварне мӗнпур таран карса, кранклатрӗ, ӑшри кӳренӗвне пушатрӗ «кайӑксен патши».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

— Ка-а-ак?

Нумаях та пуҫне ватса тӑмарӗ ҫакскер — ҫӑкӑр таткине пӗчӗк сӑмсипе ҫӑтӑххӑн кап! хыпса илчӗ те, пӑрлатса ҫӗкленсе, хӳрине ҫеҫ кӑтартса хӑварчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ак тата вӗтӗлти салакайӑк та чӑрӑш ҫинчен вӗлтӗр-р-р! хыпӑнса вӗҫсе анчӗ, йӗри-тавралла шуйхӑм, чалтӑра куҫ сиктеркелесе, чӗриклетсе-чалтлатса илчӗ, вара ҫӑкӑр татки патне ҫӑмӑллӑн та йӑлттӑммӑн тринк-тринк сиккелесе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Пурте вӗсем шӗвӗр сӑмсисемпе тӑк! та тӑк! тӑклаттаркаласа илсе, техӗмлӗ ҫимӗҫе тупӑшмасӑр, чӑрсӑрланмасӑр, ҫӑтӑхланмасӑр пайласа, типтерлӗн апата пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Акӑ вӗсем ҫӑкӑр татки патне пӗрин хыҫҫӑн тепри виражсем тукаласа, ярӑна-ярӑна, ҫунаттисемпе лӑпӑл-лӑпӑл лӑпӑлтатса е ҫатӑл-ҫатӑл ҫатӑлтаттаркаласа вӗҫсе анма пуҫларӗҫ: малтанах тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫиҫекен тулли пӗсехеллӗ кӑвак кӑвакарчӑн, унтан, кранклатса, хӑйне ял-хула таврашӗнчи кайӑк-кӗшӗк пуҫӗ пек картакан, ҫак мӑнаҫлӑхпа касӑлнӑ йӑмӑх хура курак, кӑштахран ялан тем тиркешсе, ҫуйӑхса, кӗскен те татӑклӑн чаклатакан чана, юлашкинчен, пӗр тикӗссӗн чакӑлтатса, чакӑртатса, вӑрӑм хӳри ҫинче, халӑхра калашле, шанчӑксӑр сас-хура йӑтса ҫӳрекен хура-шурӑ тумлӑ чакак…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Паллах, йӑрӑ, йӳрӗк, ҫивӗч куҫлӑ кайӑксем шӑпа асран-тӗсрен ҫеҫ «ӳкерекен е ывӑта-ывӑта паракан», ӳтне-тирне нӑкӑт, питӗлӗх, ҫунаттисене тӗрек кӳрекен ҫак пурнӑҫ кучченеҫне — тутлӑ апата — асӑрхамасӑр хӑвармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ана, тен, такам хӑйӗн тирпейсӗрлӗхне пула темле шӑтӑк-ҫурӑк хутаҫҫинчен йӑкӑш «шуҫтарса» ӳкерсе хӑварнӑ е пӗр-пӗр тутӑ пурнӑҫпа иртӗхекен шӑпӑрлан ҫакӑнталла вӑркӑнтарнӑ — пӗлме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Типсе, хытса та ҫитеймен-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Хула урамӗнче, тӗкӗрӗн тӳнтер енӗ пек тӗксӗм хура та яп-яка асфальт ҫинче, грек мӑйӑрӗ пысӑкӑш ҫӑкӑр татки выртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Уйрӑмах кӑнтӑр енче ӑна ҫерҫи хурчки пек тӗксӗм, сӑхӑ шупка пӗлӗт таткисем лӗклентерсе, вараласа майран кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ытти тӳпе те янкӑрах кӑвак теме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Аллине ӗшенчӗклӗн сула-сула анӑҫалла ӑсанакан нар питлӗ хӗвел таврашӗ ҫӑмарта хӑпартни пек хӑймаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех