Çĕннисем
Тӗттӗм пулас умӗн Али-Акрам хӑйӗн ҫыннисемпе, вырӑнти паллӑрах мӑрсасемпе пӗрле Кӑкшамар тулашне пӑхса ҫаврӑнчӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кун хыҫҫӑн хан тата темиҫе ҫынна чаплӑ ятсем парса тухрӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл пысӑк ҫар туса хурасшӑн, вырӑссемпе ҫапӑҫмаллипех ҫапӑҫасшӑн.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Апла Али-Акрам ним ҫукран нимӗр пӗҫерме килмен кунта, ӗмӗтсем пысӑк унӑн.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку сӑмахсене илтсен Мамич-Бердей чӗри хӗпӗртенипе кӑрт туса илчӗ, кӑкӑрта темле ӑшӑ туйӑм сарӑлчӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хан ҫаплах каларӗ, «мӗн пур ҫарсене» терӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чаплӑран та чаплӑ мӑрса, пире ҫапла тарават йышӑннӑ Мамич-Бердей ман нуратдин пулать, урӑхла каласан, ханлӑхран ман вырӑна юлакан ҫын тата мӗн пур ҫарсене ертсе пыраканӗ, сераскир.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Чи кирлӗ ыйтусемпе эп сирӗнпе те канашлӑп, анчах малтан хамӑн визирьпе канашлама тивӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хисеплӗ хаджи Усеин-Сеит ман визирь пулать, урӑхла каласан, мана пулӑшакан пӗрремӗш ҫын, — терӗ вӑл.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кунти ҫынсенчен хӑйне пулӑшма кама-кама илесси ҫинчен те килнӗ-килменех шухӑшласа пӑхнӑ иккен хан.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пирӗншӗн пӗр турӑ — Мӑхамет, тӗнчере урӑх турӑ ҫук…
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ахунпа паллаштарнӑ май халех ҫакна каласа хурам: Хусан ханӗсен ӗҫне малалла тӑсас тетпӗр пулсан пирӗн шариат хушнӑ пек пурӑнмалла, пурин те ислам тӗнне йышӑнмалла.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ак, мечӗтсем лартатпӑр та… ӑна аслӑ мулла туса хуратпӑр.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепри ак — ахун, аслӑ мулла, мечӗтсене пӑхса… тӑраканни.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫӑлтӑрсем шутлать, тӳпере мӗн пулса иртнине вулама… пултарать.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл — вӗреннӗ ҫын, ӑсчах.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унпа юнашарри — ман пайхампар.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ак ку вара, — Али-Акрам хан аллине теприн хул пуҫҫийӗ ҫине хучӗ, — ман нишанджи, ҫыру ӗҫӗсене туса… пыраканӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ак ку, чи ватти, — Зензент хаджи, ман аталык, атте вырӑнчи ҫын шутланать.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Халь сире хампа пӗрле килнӗ… ҫынсемпе кӑшт паллаштарам, — терӗ хан тенкелсен хыҫӗпе уткаласа ҫӳресе.