Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Асту, Якку атте, пӗрре-иккӗрен ытла юрамасть. Унсӑрӑн ӗмӗрлӗхех ҫывӑрса кайма та пултаратӑн», — тесе асӑрхаттарнӑччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫӗ ҫул каялла хӑй патне ҫемйипех хӑнана килнӗ пуп парса хӑварнӑччӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, унӑн шкапӗнче ҫывӑрттаракан таблеткӑсем пур-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳлӗм тӑрӑх ҫапла пӑшӑрханса утнӑ май, вӑл тӑруках тем аса илчӗ те, савӑнсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апла ан пултӑр, ҫав намӑс патне ҫитес мар тесен, унӑн паянах, халех мӗнле те пулин ҫывӑрма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каплах пулсан, вӑл ухмаха тухма та, ӑна, ҫыхса пӑрахса, пульницӑна ӑсатма та пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ вӑл ҫакна ӑнланчӗ: пӗр ҫывӑрмасӑр-ҫимесӗр ӗҫнипе, ӑна галлюцинаци пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫӗсене уҫсан, тӑрса утма пуҫласан, пуҫӗ унӑн аванах ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку атте сиксе тӑчӗ, урлӑ-пирлӗ утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каллех куҫӗсене уҫрӗ — пӳлӗмре каллех никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа савӑнсах кайрӗ — ӑна ыталама тӑчӗ, анчах пирӗшти пек хӗр ытама ҫакланмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хупма кӑна ӗлкӗрчӗ — Якку аттене ҫаппа-ҫарамас хитре хӗр йӑпатма, ачашлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан каллех куҫне хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп пулнӑ ҫын куҫӗсене уҫрӗ — пӳлӗмре никам та ҫук, япаласем те хӑйсен вырӑнӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе Якку атте кӗҫӗр юлашки каҫ пурӑнни, кайран мӗн ӗмӗрлӗхех ҫунакан тамӑка лекни ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑваттӑмӗш талӑк пач ҫывӑрман хыҫҫӑн пиллӗкмӗш кунне вырӑн ҫине выртса куҫне хупсанах, унӑн пӳлӗмне тем тӗрлӗ халӑх кӗрсе тулчӗ!

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн пӗтӗм пусарӑнӑвӗ те эрех кӑна.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна апат ҫиме чӗнекен те, пӗри-пӗри калаҫса ларма килсе ӑшне пусаракан та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку атте, ун сассине илтес мар тесе, хӑй пӳлӗмне питӗрӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш кунне арӑмӗ мӑкӑртатма, тепӗр кунне вара ятлаҫма, часах ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ахӑрма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех