Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Обществӑлла-политикӑлла ӗҫсене маттур хутшӑнакансене, тӗп библиотека библиотекарьне Н. В. Антоновӑна, «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующине А. О. Поляковӑна, Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн заведующине А. Н. Трофимовӑна Хисеп грамотисем, Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна, Тукай ялӗнчи библиотекаре Ц. А. Моторинӑна, округри тӗп культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗн режиссерне М. П. Шумилкинӑна Тав Ҫырӑвӗ парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

«Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Л. М. Макарова округри культура ӗҫченӗсем пур енӗпе те пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ, малашне те вӗсене ӑнӑҫусем суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Хастарлӑхпа палӑрнӑшӑн Хирти Мӑнтӑр культура ҫурчӗн культорганизаторӗ В. В. Данилов, округри искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри уйрӑмӗн преподавателӗ Т. В. Макарова, «Централизациленӗ клуб системи» АУ делопроизводителӗ В. В. Сивкина, художество ертӳҫи В. В. Тимофеева муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Округра культура ӗҫне чӑннипех парӑннӑ, чылай ҫул ку енӗпе чун-чӗререн тӑрӑшакансем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл республикӑри халӑх творчествин центрӗн Хисеп грамотисене Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующине А. И. Любимовӑна тата Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна панӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Пуҫтарӑннисене малтанах округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ю. Н. Митюков саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл хаваслӑ та асра юлмалла ирттӗр тесе округ администрацийӗ те, культура ӗҫченӗсем хӑйсем те нумай тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫак ятпа Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв ирттерни пирки кӗскен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Мартӑн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗсен кунӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Архив секторӗнче пӗлтерӗшлӗ документсене упрас енӗпе вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Округри искусствӑсен шкулӗнче преподавательсем ачасене илемлӗх тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа туслашма, ӳнер искусствин ӑсталӑхне алла илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Тӑван ен историйӗпе паллашас текенсем валли «Ҫӗр тата ҫынсем» музей алӑкӗ уҫӑ, кунтах хамӑрӑн пултаруллӑ ентешсен ӗҫӗсен выставкисемпе те час-часах паллашма пулать.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Тӗп тата ача-пӑча библиотеки, ялсенчи 16 вулавӑш кӗнекесене юратакансен кӑмӑлӗсене туллин тивӗҫтерес тесе тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӗсенче тӑтӑшах кӑсӑклӑ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Пирӗн округри ҫынсен пурнӑҫне хаваслӑх кӳрес, канӑвне усӑллӑ та интереслӗрех йӗркелес тӗлӗшпе 25 культура ҫурчӗ, 7 клуб ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ӑмӑртӑва йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн «Кӗтне» ФСКра ӗҫлекенсене, «Молодая гвардия» обществӑлла организацин членӗсене тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Турнирӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене Дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Иккӗмӗш вырӑнта — Дмитрий Можаев, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Богдан Осипов тата Михаил Мадьянов.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Чи йывӑр виҫере Раиль Каримуллин — пӗрремӗш вырӑн хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

86 килограмлӑ кӗрешӳҫӗсенчен чи маттурри — Евгений Давыдов, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Дмитрий Власовпа Расул Алимов пайланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех