Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Виҫӗ тупӑ ҫырантан Салют турӗҫ савнӑран.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ туран кӗтесрен Тӑват кимӗ тухрӗҫӗ, Шупашкара ҫитнӗрен Тупӑ персе илчӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӑшӑлтатса пуплесе ӗмӗчӗсем ӳсеҫҫӗ, Ҫавӑнпа та патшана килессине кӗтеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пуп таврашне — нӳхреп куҫне кучченеҫ кӳптерсе Ерипенех юхӑнатпӑр тыр-пула пӗтерсе», Тесе калас теҫҫӗ Ишек панчисем, Тӗне кӗрсе пӗрмаях сӑтӑр курнисем…

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Тӗне кӳртсе пупӗсем тӑнсене яраҫҫӗ, Пӑрлӑ шывра шыва кӳртсе сывлӑха хуплаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Мӗн пулӗ, мӗн килӗ шанчӑка шантас мар, Ыйтса пӑхма пӗртте парне шеллес мар», Теҫҫӗ Йӑлӑмкасри яштак ҫамрӑксем: Ҫавнашкалах Шурчари ничкӗн этемсем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапах та Атӑлӑн ҫумӗнчи чӑвашсем Ыйтасшӑн патшаран ҫаранлӑ утравсем: Вырӑс улпучӗсем туртса илнине, Тата мӑнастирсем ҫӑлса пурӑннине.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килес хӑнана курасси килсен те, Унтан ыррине кӗтмеҫҫӗ нимӗн те.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗрарӑмсем, майрасем вӗсен ҫумӗнче Уйрӑм шӑп тӑраҫҫӗ сулахай енче…

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чаплӑ ҫынсен хыҫҫӑн — ытти халӑхсем: Хулари тимӗрҫсем, урӑх ӑстасем, Юри пухӑнтарнӑ ялти хресченсем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хирӗҫ тухать патшана христос ячӗпе, Сылтӑм аллинчи ылтӑн хӗреспе Архимантрит унпала юнашар, — Тӗн тӑрӑх ӑна-ҫке пӑхӑнать Шупашкар!

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑн малта воевотӑ ҫакӑр-тӑварпа Кӗмӗлтен хывтарнӑ пысӑк ывӑспа.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурӗн те аллисенче ҫунан ҫуртасем, Ӑшӗсенче патшана юрас шухӑшсем…

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ака пӗр самантра Атӑл хӗррине Сырса илчӗ халах ҫыран айккине: Ялавлӑ турсемпе пуп таврашӗсем, Воевотӑ патӗнчи паллӑ хӑнасем, Вӗсемпеле пӗрлех пуян хуҫасем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурте харӑс чанӗсен Кӗрлетеҫҫӗ сассисем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӗнкӗл-тӗнкӗл, тин-тун-тун, Ҫитрӗ ӗнтӗ чаплӑ кун».

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Курма килни курса юл!

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килес патша сывӑ пул!

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пуп карланки карӑнать, Ӗҫ ҫынни ҫеҫ пусрӑнать!

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Воевотӑ вӑйланать, Улпут ҫынни савӑнать.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех