Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Алӑран алла курка ҫӳрет, Кабир те арӑмӗ аллинчен «ҫул курки» тытать.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрарӑмсем сӑра витрисемпе эрех четвӗрчӗсене урама йӑтса тухнӑ, ӑсатма пуҫтарӑннӑ халӑха кунта ӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку вӑл — тӑвансемпе ял ҫыннисен парнисем, унсӑр таврара никам та ҫара тухса каймасть.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Председатель валли кӳлнӗ тепри утӑн пекки ҫинче пусма тутӑрпа алшӑллисем вӗлкӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укӑлча хапхи патне икӗ пар лаша кӳлсе тӑратнӑ: пӗри — Кабире района леҫме, тепри — Ятмана жнейкӑпа тырӑ вырма.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун пуҫӗнче халь Сехре мар, кӑна Кӗтерне куҫран пӑхсах курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине ӑна итлемерӗ, вӑл ҫак вӑхӑтра Кӗтерне хулпуҫҫийӗ урлӑ таҫта аяккалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑр-ха ун кӑмӑлне, йӑмӑкӑм.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эс ӑна алла илетӗн, ун чунӗ чӳпӗк пек вӗт, темле те хуҫкалама пулать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иван вӑл усал ҫын мар.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ун пек ан калаҫ-ха эсӗ, Марине.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне ӑна ӑс пама шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Паллах, пӑхмастӑп та, — хӗр куллипе кулчӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, халӗ ята ятӑм та, ман ҫине Марине пӑхмасть те ӗнтӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Авлан, кун пек санӑн пурнӑҫ малалла каймасть, терӗм.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хам та ҫавна калатӑп ҫав.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла ку уншӑн усӑллӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла пулӗ ҫав, тет, пӗр вунпилӗк ӗҫ кунӗ сая кайрӗ, тата юлашки укҫана пӗтерсе килтӗм, тет.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑнлантартӑм та: панулми ҫине сахалтарах шан, колхоз ҫине шанарах пар, вӑл нихҫан та выҫӑ вӗлермӗ, терӗм.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӗрхентӗм, — терӗ Кӗтерне.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех