Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хам пурнӑҫра эп питӗ телейлӗ, тетчӗ Надежда Константиновна.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӑтӑр ҫул хушши пӗрлешӳллӗ революци кӗрешӗвӗнче, творчествӑлла ӗҫре, туслӑхпа юратура вӗсен хаваслӑхпа савӑнӑҫ иксӗлми пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская пурнӑҫӗнче чи таси те чи илемли йӑлтах Владимир Ильичпа ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Сахал мар тӳсме тивнӗ унӑн, профессилле революционерӑн, хӑйӗн ӗмӗрӗнче, ҫапах хӑй суйласа илнӗ кӗрешӳ ҫул-йӗрӗ тӗрӗссипе тӗрӗс марри пирки нихӑҫан иккӗленмен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ӗҫхалӑхне хисеплени, ӑна пусмӑрпа хӗн-асапран хӑтарас туртӑм пысӑк пулни Н. К. Крупскаяна революци ҫӗнтерӗвӗшӗн ӗҫлеме вӑй-хӑват хушса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ҫак кружокран пуҫласа вӑл пӗтӗм пурнӑҫне рабочи класс ӗҫӗшӗн пыракан кӗрешӗве халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Петербургри технолог-студентсен марксистла кружокӗнче кӑна ҫамрӑк хӗрача хӑй мӗн шыранине тупма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Сахал мар асапланнӑ, хӑйне канӑҫ паман ыйтусем ҫине тӗрӗс ответ тупма тӑрӑшнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Анчах ҫак йӗркене улӑштарма мӗн кирлине чухлайман.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пысӑк туйӑмлӑ та тавҫӑруллӑ хӗрача халӑхӑн йывӑр та асаплӑ пурнӑҫне, патша саманин тискерлӗхне мӗн ачаран ӑнланма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вунтӑватӑ ҫул тултарсанах Надя ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Амӑшӗ те ун кӑмӑлне хирӗҫлемен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ашшӗ, Константин Игнатьевич Крупский, революци шухӑшлӑ, малта пыракан ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ӗҫлӗ интеллигенци кил-йышӗнче ӳснӗ май вӑл лайӑх вӗреннӗ, историпе литературӑна юратнӑ, нумай вуланӑ, шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Хӑй ҫуралса ӳснӗ хулана вӑл чӗререн юратнӑ, унта сахал пурӑнма тивнӗшӗн пӑшӑрханнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская Петербургра ҫуралнӑ, унтах гимназирен вӗренсе тухнӑ, унтах марксистка пулнӑ, унтах Владимир Ильичпа паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

«Кӑвак куҫлӑ та кӑтрарах сарӑ ҫӳҫлӗскер вӑл ҫав тери илемлӗ ҫынччӗ. Эпӗ вара йӑлтах аннене хывнӑ», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Хӑй пурпӗрех ашшӗ пек пулманшӑн пӑшӑрханарах калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Сарлака ҫамкаллӑ та таса пит-куҫлӑ, сарӑ вӑрӑм ҫивӗтлӗ те йӑрӑс пӳллӗ чипер хӗр пулнӑ ун чухне Надежда Константиновна.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Рабочисемпе хутшӑнни, вӗсен ӗҫӗпе пурнӑҫ условийӗсем йывӑррине курса-пӗлсе тӑни ӑна пролетариатпа ӗмӗрлӗхе ҫыхӑнма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех