Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Пытармастӑп, манӑн хамӑр вашкалара лайӑх туссем пур.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир, тӑвансем, эп Хусана мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине кӑштах чухлатӑр пулас, — терӗ вӑл пуҫӗ ҫинчи шурӑ чалмине тӳрлетсе.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасемпе ҫӗрпӳсем вӑл мӗн каласса кӗтрӗҫ: ҫакӑн пек хӑрушӑ вӑхӑтра вӗсене пӑрахмарӗ пулсан князь пӑлхавҫӑсене пулӑшма, ӑс пама килнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун ҫинчен калаҫса ҫӑвар тутине пӗтериччен вырӑссене мӗнле кӗтсе илесси ҫинчен сӑмахлар.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗлетӗп, йӑлтах пӗлетӗп, тусӑмсем, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗве хули патӗнчи ҫапӑҫу ҫинчен, Салтыкова касса ваклани ҫинчен сӑмах хускатсан мӑрса вӗсене чарӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫара камсем ертсе пынине те каласа хучӗ: Шереметев, Курбский, Даниил Адашев, Микулинский.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак халь те ҫитсенех пӗлтерчӗ вӑл, ҫапӑҫӑва хатӗрленӗр, тусӑмсем, пирӗн пата вырӑс воеводисем пысӑк ҫарпа килеҫҫӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусантан Усеин-Сент яланах пит кирлӗ хыпарсем илсе килет, унта вӑл никампа та мар, Горбатый-Шуйский наместникпа хӑйӗнпе калаҫать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасем ку этем мар пуль, арҫури е эсрел пуль тесе пуҫӗсене ҫеҫ суллакаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта пырса кӗме те хӑрамасть-ши вара тутар княҫӗ?

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каллех тӗлӗнтерсе хӑварчӗ мӑрсасене: тарҫипе иккӗш ҫеҫ тухса кайрӗҫ шӗкӗр хулана.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе кун каялла Усеин-Сеит пуҫлӑхсене каласах Хусана тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усеин-Сеит вара хӑйӗн тарҫипе мечӗтпе юнашар ларакан пӗчӗк пӳртре пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кирек кам пултӑр, пире вырӑссене ҫеҫ ан суттӑр, — терӗҫ вара ун пирки Янчурапа Элӗк.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухӑпа пенӗ чух ӑмӑртса пӑхрӗҫ — тӗл тивертессипе ӑна пӗри те ҫитеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Корана пӑхмасӑр тенӗ пек пӗлет хӑй, арабла пӗр такӑнмасӑр шатӑртаттарать, Мӑхамета пуҫ ҫапма Меккӑпа Мединӑна кайса ҫӳрени ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе каласа кӑтартать, ҫар ҫынни мар — кирек мӗнле хӗҫ-пӑшала та сӳтсе пӑрахса ҫӗнӗрен пуҫтарать.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре итлерӗҫ ӑна, тепре итлерӗҫ — ӑслӑ калаҫать, кирлӗ канашсем парать.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл кам иккенне чӑннипе пӑлхав пуҫлӑхӗсем Янчурапа Элӗк те пӗлеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр вӑхӑтра Крымран юри килнӗ улан текен сӑмах та тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех