Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Машина кутӗнче кӗлте парса тӑракан хӗрсем, лашасемпе улӑм турттаракан ачасем, ҫав улӑма купалакан арҫынсем, ҫулланса пӗтнӗ машинистсем, юнашарах тӑраҫҫӗ пулин те, пӗр-пӗринпе хӑлхаран хытӑ кӑшкӑрса калаҫаҫҫӗ — ҫакна пурне те пӗтӗмпе илсен, йӗтем тесе каламӑн, ку вӑл — хир варрине вӑхӑтлӑха туса лартнӑ тырӑ завочӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Машинӑсене ӗҫлеттерекен тракторсем пак та пак тӗтӗм кӑларса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Унта — тырӑ сӑвӑракан машина; вӑл тусанне вӗҫтерет, хывӑхне айккинелле кӑларса ывӑтать, шакӑл тыррине, тап-тасине, тусан ҫук ҫӗре, шӑналӑк ҫине юхтарать; ӑна та, купаланса пынӑҫемӗн, ҫавӑнтах михӗсене тултараҫҫӗ те, пӗри те тепри ҫав михӗсене, ҫурӑмӗсем ҫине хурса, пӗшкӗнсе, урисемпе тӑн та тан пускаласа, кӗтсе тӑракан грузовик патнелле йӑтса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ҫӳлӗ те сарлака лупас айӗнче авӑн ҫапакан элес-мелес машина пӗр чарӑнми кӗрлет, унӑн шӑллӑ барабанӗ ҫаврӑнни курӑнмасть, ҫуталса-хуралса кайнӑ чӗнӗ, ҫӗлен пек вӑшт та вӑшт шӑвӑнса, вылянса тӑрать, алисем каллӗ-маллӗ тепле лӑсканса ҫӳресе ӗлкӗреҫҫӗ, хулӑн кӗлте барабана паш! пашлатса кӗрсе каять те, ӑна хурҫӑ шӑл ҫатӑртаттарса ҫыртса илет, кӑшлать, вара тылласа нӳтӗркенӗ тӗш тыррине, «юнне», ӗмсе пӗтернӗ улӑма тепӗр тӗлтен вӑшт! кӑна кӑларса пӑрахать; сарӑ тырри аяла юхса тӑрать, купаланать, ӑна ҫавӑнтах хӗрарӑмсем пӑтавккана тултараҫҫӗ те, хулпуҫҫийӗсем ҫине лартса, тепӗр машина патнелле утса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ватӑ чӑрӑшсем ҫӳлӗш сарлака капансем, тӑрринелле шӗвӗрттерсе купаланисем, экран ҫинче курнӑ таҫти авалхи пирамидӑсем пек, янкӑр кӑвак тӳпене кармашаҫҫӗ, таҫтан ӑнсӑртран килсе тухнӑ шурӑ пӗлӗт татӑкӗ вӗсене тивсе иртсе каяс пек е вӗсем ҫине канма утланса ларассӑн туйӑнать; унтан та кунтан вӑхӑтлӑх ҫулсемпе кӗлте тиенӗ урапасем, тӑнкӑртатса та лӑнкӑртатса, е кӗлтесемех тиенӗ машинӑсем, хыҫран тусан кӑларса, шӑхӑрта-шӑхӑрта — пурте йӗтем ҫинелле туртӑнаҫҫӗ, вара ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ капансем, ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпасем пек, ҫума-ҫумӑн шӑта-шӑта лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Йӗтем ҫинче ӗҫ вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Урама тухсан, сылтӑмра вӗсем Валерий Валерьянович Иринӑсем еннелле килнине курчӗҫ, кӗтсе тӑмарӗҫ, тӑкӑрлӑка пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Хӑвӑрт-хӑвӑрт тумланчӗ те, тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Пыратӑп! — терӗ вӑл юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Акӑ мӗне ӑнкартӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Икӗ ӗҫ тӑвас пулать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

«Пултарас ҫук» теме аван мар, килӗшме те темӗн шиклентерет.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Мӗн ӑнлантӑн? — ыйтрӗ Исмукова.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Пултарас пек туйӑнать-и хӑвна?

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Ӑнлантӑм, Настук аппа, — терӗ Ирина питӗ шухӑшлӑн, салхуллӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Мӗншӗн йывӑррине ӑнлантӑн-и ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Пӗтӗм зал ахӑлтатса кулать, эпир, ҫак ялтисем, ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗр, хӗрелсе ларатпӑр…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Секретарь ун ҫинчен районти конференцинче каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

«Эпӗ — агитатор!», — тенӗ ку.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

«Эсӗ мӗншӗн ӗҫлеместӗн?», — тесе ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех