Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Района тухса каймалли ирхине тин Ирина тӑраниччен ҫывӑрнӑ, ҫав ирхине кӑна вӑл, малти пӳрте кӗрсе, чӳречерен кӗнӗ хӗвел ҫутинче хӑйне тӗкӗр витӗр тинкерсе пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Унччен учительсен районти конференцине кайса килмелле пулнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне ҫапла сисӗнмесӗр иртсе пынӑ, Иринӑшӑн хирти ӗҫе пӑрахма вӑхӑт ҫитсе те тӑнӑ: часах ачасене вӗрентме тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ҫын умӗнчи хисеп — ӗҫӗн-хӗлӗн ӑнӑҫлӑхӗ, пурнӑҫ илемӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ҫакӑ ӑна савӑнтарнӑ: ку вӑл хӑйне ҫамрӑксем хисепленине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Асӑрхас темен ҫӗртенех тата акӑ мӗн илтӗннӗ те, курӑнса та кайнӑ: вӑл аяккарах чухне хӗрсемпе каччӑсем пӗр-пӗрин хушшинче «тӑварлӑ» сӑмахсемпе перкелешсе илнӗ, каччӑсем хӗрсене вӑрттӑн, сасартӑк айӑкран чӗпӗтнӗ е хыҫалтан йӑпшӑнса пырса аллисемпе кӑкӑрӗсенчен тытнӑ, анчах Ирина умӗнче кирлӗ-кирлӗ мар калаҫма, пӑхма вӑтантармалла иртӗнме именнӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Хӑвна иккен ҫынсем умӗнче асла, ӑсла хума юрамасть, нумай вӗреннине кӑтартас тесе тӑрӑшни кирлӗ мар — ӑна вӗсем хӑйсем курччӑр, ҫав хушӑрах хӑвна сӑпайлӑ тытма та пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Вӑл вара акӑ мӗн асӑрханӑ: кунӗпе хирте, хӗвел ҫинче, хывӑхпа тусан айӗнче ӗҫлекен ҫынсене хӑйсем курса-пӗлсе тӑракан пӗчӗк-пӗчӗк пӗлтерӳсем — хӑш колхозра хире миҫе лав тислӗк кӑларни, кунне ӑҫта миҫе гектар вырни евӗрлисем — ытлах илӗртсе каймаҫҫӗ иккен, вӗсем тӗнчери лару-тӑру ҫинчен, наукӑпа техника, медицина ыйтӑвӗсем ҫинчен ҫырнисене тимлӗрех итлеҫҫӗ; литература страницисенче пичетленнӗ калавсене вара темӗнччен тӑнласа ларма хатӗр, (Ирина хӑй те вӗсене илемлӗрех, юратса вулама тӑрӑшнӑ), калав вӗҫне ҫитмесӗр ӗҫлеме тӑмаҫҫӗ, ӗҫленӗ хушӑра та калавра ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсемпе ҫынсем ҫинчен пайтахчен калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ирина ӗнтӗ, малтанхи кунхи пек, куҫа мӗн тӗл пулнӑ ӑна мар, темӑсене малтанах суйласа илсе, ҫынсене мӗн ытларах кӑмӑла каять, ҫавна вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Канма ларсан, пӗр-пӗр улӑм купи айне сулхӑна пухӑнсан, вӑл тантӑшӗсене хула хӗрӗсем ҫинчен кала-кала панӑ е хаҫатра паян мӗн-мӗн вуламаллине палӑрта-палӑрта хунӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Каччӑсем, пӗр-пӗринпе кӗвӗҫсех, ӑна ӑҫта килчӗ унта пулӑшма васканӑ; ҫакӑ вара ытти хӗр-тантӑшӗсене кӑштах кӳрентернӗ; кӳренӗҫне, кӳлешнине вӗсем тем тери палӑртасшӑн пулмасан та, пит-куҫӗсем ырах мар кулӑ хӗлхемӗпе хыпса илни е хӑйсем вӑрт-варт пӑрӑнса кайни ахальтен маррине Ирина лайӑхах сиснӗ, ҫавӑнпа та вӑл тепле йывӑр ҫӗклеме те хӑй хӑвӑртрах ҫӗклеме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ӗҫре ӗнтӗ Ирина ҫынсенчен ютшӑнман, унӑн кунсерен ҫӗнӗ юлташсем тупӑннӑ, «чараксӑр чӗлхеллӗ» хӗрарӑмсем те, пӗркунхи пек, ун ҫине хӑяккӑн пӑхса, ӑна ним сӑлтавсӑр хылчӑк сӑмахпа тӗксе илме пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Каярахпа, хӗрӗ каҫ-каҫ ытлах ывӑннӑ тӗслӗн таврӑнманнине курсан, вӑл кулленхи йывӑр ӗҫе хӑнӑхса ҫите пуҫланине асӑрхасан, амӑшӗ ӑна ӳкӗтлеме пӑрахнӑ, хӑй ӗҫрен иртерех таврӑнса апат хатӗрлесе хума, ирхине явлӑкпа ҫыхса тутлӑрах та тутлӑрах апат парса яма тӑрӑшнӑ, ун хыҫӗнчен ҫапах та хӗрхенсе пӑхса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Малтанлӑха кашни ир ҫакӑн евӗрлӗрех пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Анчах вӑл ҫапла сыхлануллӑн каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрени кӑлӑхах пулнӑ: Ирина, тахӑш самантра-ҫке, тухса та шӑвӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Амӑшӗ, кӗтӳ хӑваласа таврӑнсан, каллех ерипен пӳрте кӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Амӑшӗ, ерипен-ерипен алӑк уҫса, картишне тухнӑ, унтан хапха йӑвашшӑн чӗриклетнӗ, (пӑлтӑра ӑшӑ сӗт шӑрши кӗнӗ) — кӗтӳ хӑваланӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

«Аха, пирӗн ӗҫ ҫӑмӑл мар-им? чӑтаймарӑн-им?», — тесе калассӑн туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

«Каймастӑп паян!» тесе те шухӑшланӑ Ирина, анчах ҫынсем унран мӑшкӑлласран, куласран хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ҫитменнине, шӑмшак тӳсме ҫук сурнӑ, ыратнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех