Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫуйӑхаҫҫӗ кӑна та мар-ха, тулашаҫҫӗ, хартлатаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе урса кайнӑ пек ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарӑн кӗтесри витинче сыснасем ҫуйӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла, йӑнӑшмасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хветут хӑлхисене чӑнках тӑратрӗ, хӑйне хӑй те ӗненмесӗр, сылтӑм алӑ лаппине хӑлхи ҫуначӗ хыҫне хурса тӑнлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яланах ҫапла: йытӑсем улама тытӑнсан, хресченсем, картишӗсене тухса, выльӑхсем чиперех тӑнине, алӑксене мӗнле питӗрнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑксем уҫӑлса-хупӑнни илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакна ҫирӗплетнӗ пекех, ҫав самантрах унта та кунта йытӑсем уласа вӗрнӗ сасӑсем хӑлхана килсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Яла кашкӑрсем анаҫҫӗ пулас», — вӗҫсе иртрӗ ун пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урам вӗҫӗнче пӗр йытӑ хаяррӑн йынӑшса уласа ярсан, Хветут шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсен пӗр шурӑ качакапа тӗм хура кушаксӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук…

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хветутӑн, ав, кӗрсе-тухма ҫурт-йӗрӗ те, уя кайма лаши те, ларса сума ӗни те, хире шуратма вӑрлӑхӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем халь-халь ака ҫуракине тухаҫҫӗ, ҫӗре сухаласа тырӑ акма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах пурпӗр нимӗн те шухӑшласа кӑлараймасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шухӑшлать.

Тӑрать ун-кун пӑхкаласа Хветут.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян, йытӑпа пулнӑ мыскара хыҫҫӑн, Хрестук та кутӑнланчӗ, ашшӗне куҫранах: «Тек вилсе выртсан та пуҫтарма каймастӑп», — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр шутласан, ун пек арҫын пулнинчен пулманни аванрах.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗлетки пур та, ҫапах сулхӑнра, хӗвел тивмен ҫӗрте ӳснӗ курӑк пек халсӑр.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ака-сухана ҫӳреме лаши пулман, пуртӑ-пӑчкӑ ӗҫне вӗренмен.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ ывӑлӗ Мӑҫтук ҫитӗннӗ те-ха, унпа пӗр ҫулхисем авланса ҫемьеллӗ пулнисем те пур, ку акӑ халиччен те нимӗнле ӗҫе те хӑнӑхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех