Çĕннисем
Хӑш-пӗр вырӑнсем хӑйне ҫав тери килӗшрӗҫ те, хутран-ситрен: «Ай, маттур-ҫке эс, Микихвер, ай, маттур-ҫке — пӑх-халӗ, еплерех ҫырма пултаратӑн!» — тесе йӑл-йӑл кулкаласа илчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хӑй мӗн ҫырнине пӗрремӗш саспаллирен пуҫласа юлашки пӑнчӑ таранах пӗлет пулин те тимлӗн, пӗр сӑмах сиктермесӗр тенӗ пек вулама пуҫларӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Журналӑн тӑххӑрмӗш номерне Таранов мӑнаҫлӑн, хаваслӑн тытрӗ, страницӑсене хӑвӑрт-хӑвӑрт уҫкаласа чи малтан «Киремет тытамакӗ» калавне шыраса тупрӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пичетлеме палӑртнӑ япала кун ҫути куратех.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл ҫамрӑк писатель мар-ха, кӗнеки те чылаях кун ҫути курнӑ унӑн, ҫапах хӑйӗн ҫак япали пичетленессе ҫамрӑк чухнехи пекех вӗткеленсе, хӑпартланса кӗтрӗ: ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ самантра пӗрре мунчари пек вӗриленсе кайрӗ, тепре пӑрлӑ шыва лекнӗ пек ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тӳррипе каласан, ҫавнашкал хавхаланма, ҫунатланма тепӗр пысӑк сӑлтав та пурччӗ ӗнтӗ унӑн: пӗр журналӑн авӑн уйӑхӗн номерӗнче хӑйӗн пысӑках мар калавӗ ҫапӑнса тухасса Таранов ҫур ҫул малтанах пӗлнӗччӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавна май кӑҫал та вӑл авӑн уйӑхӗ ҫитессе хавхалансах, ҫунатлансах кӗтнӗччӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ун чухне ӗҫӗ те ялан тенӗ пекех ӑнса пынӑ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ара, ҫак уйӑхра вӑл кирек хӑш ҫул та хӑйне ытти вӑхӑтринчен хаваслӑрах, паттӑртарах, ирӗклӗрех туйнӑ-ҫке.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Эй, мӗн каласси пур: Таранов авӑн уйӑхӗ валли тата чаплӑрах эпитетсем шыраса тупма пултарать!
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Чи илемли ҫеҫ мар, питех те тухӑҫли, усӑлли, ӗҫлеме, пурӑнма вӑй хушаканни.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тарановшӑн вара авӑн уйӑхӗ — чи илемли.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫулталӑкра вуникӗ уйӑх, вӗсенчен кашниех хӑй евӗр илемлӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Юлашки вӑхӑтра кӑмӑл-туйӑмӗ чӑтма ҫук начар ҫав унӑн, ахальтен мар вӑл ҫутҫанталӑкӑн ӗмӗрхи саккунне те пӑхӑнаймасть.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кун пек чухне ҫӗрле канлӗн ҫывӑр та кӑнтӑрла пӳрне ыратакан пуличчен ӗҫле, анчах Тарановӑн аллине ручка тытма та вӑйӗ ҫук тейӗн.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Анчах авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ кӑҫал янкӑр уяр: хула ҫинче кашни кунах кӑн-кӑвак тӑрӑ тӳпе йӑлтӑртатать, урамсемпе парксенче эрешмен картисем вӗлтӗртетеҫҫӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫанталӑк йӗпе-сапаллӑ тӑрать пулсан кун йӗрки пӑсӑлнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар пек: тӑтӑшах ҫумӑр шӑпӑртатни кирек мӗнле ҫын кӑмӑлне те хӑш енчен те пулин пӑсать, йӑмшаклатать, сӳтӗклетет.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавнашкал пӑтӑрмахран хӑтӑлас тесе вырӑссен Турринчен те, чӑвашсен Пихампарӗпе Пӳлӗхӗнчен те пулӑшу ыйтӑн.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Сӗтел хушшинче ҫывӑрса кайни хӑш-пӗр ҫыншӑн темех мар пуль-ха, анчах Таранов писатель-ҫке, ун пек чухне сӗтел хушшинче ыйха путни хӑрушӑран хӑрушӑ, мӑшкӑлтан мӑшкӑл.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тепӗр чух хайхи мӗскӗн сӗтел хушшинче ларнӑ ҫӗртех тӗлӗк курма пуҫлать.