Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Килкартинчен тухиччен татах карчӑк сасси илтӗнчӗ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тупӑка, улттӑн пирпе йӑтса, пӳртрен илсе тухрӗҫ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче ӑна, хулпуҫҫинчен ҫемҫен тытса, тӗпелти урлӑ сак ҫине лартрӗ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, тупӑк енне ӳпӗнсе, сывлӑш ҫавӑраймасӑр йӗрет.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗнерхи пӗчӗк типшӗм карчӑк аттен пуҫ вӗҫӗнче хурлӑхлӑн юрласа ячӗ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳртри ҫынсем, пурте сӗтел хушшине кӗре-кӗре тухнӑ хыҫҫӑн, тупӑк ҫывӑхне тӑчӗҫ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем вырӑнне ыттисем кӗрсе ларчӗҫ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн атте тӑванӗсемпе кукаҫи сӗтел хушшине ларчӗҫ, виҫшер кашӑк пӑтӑ ҫирӗҫ те сӗтел хушшинчен тухрӗҫ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кӗрӳ, ҫула тухса кайиччен, тӑванусемпе, ял-йышпа ларса апатлан, — терӗ кукаҫи, унтан сӗтел умне пушӑт питлӗ пукан лартрӗ, чашӑк патне атте кашӑкне хучӗ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукамай сӗтел ҫине пӑтӑ лартрӗ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрте ҫынсем тулчӗҫ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӳлти патшалӑха чун ҫип тӑрӑх улӑхать, — ӑнлантарса парать мана карчӑк.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Аҫу чунне пӳлӗхҫӗ патне ҫитме ырӑ ҫул пултӑр, теҫҫӗ вӗсем.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ваттисем, ҫип хунӑ чух, темӗн пӑшӑлтатаҫҫӗ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳртри ҫынсем ҫав хутӑртан кашнийӗ пӗрер сӗвем туртса илсе тупӑк урлӑ хума тытӑнчӗҫ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне йӑрхаха ҫӗлен ҫип хутӑрӗ ҫакрӗ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукамай васкасах пӑтӑ пӗҫерет.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте тӑванӗ лаша кӳлсе килчӗ, ӑна урама хапха юпинчен кӑкарса тӑратрӗ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑнтӑрлапа пирӗн пата ҫынсем пухӑна пуҫларӗҫ.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сӑмах аттене чиркӗве кӗртесси ҫинчен пырать, кукаҫи пупа йӑлӑнса пӑхасшӑн, ял евӗрлӗ пытарар, тет; пичче пуҫне пӑркалать, пупсӑрах пытарма пулать, тет.

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех