Çĕннисем
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлас умӗн Хушӑлкари Культура ҫурчӗн сцени ҫинче чуна пырса тивекен тӗлпулу иртнӗ.
Хушӑлка волонтерӗсене ҫӗнтерӳшӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн тав // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/care/2026-03 ... av-4611319
Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
8. Облаҫри канашсенпе парти организацисен мӗн пур вӑя ҫирӗппӗн ҫак ӗҫ ҫинче кӑтартмалла, налук ҫинчен тухнӑ йӗркесем ҫинчен пур ҫӗрте те каласа памалла, ӑна ӗҫе кӳртнӗ чухне тӳлесрен пӑрӑнакансене хӗрхенмесӗр хӗстермелле, саккун хунӑ айӑпсене вӗсем пӗлсе тӑччӑр, мӗншӗн тесен налук тӳленинчен хӑш-хӑш буржуй ушкӑнӗсем пӑрӑнса тӑни хальччен лайӑххӑнах палӑрчӗ.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
Ҫакӑ пирӗншӗн кашнишӗн кирлӗ, ҫакӑ кирлӗ пӗтӗм Канаш Республикишӗн.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
Кашнинех акӑ мӗн астӑвас пулать: укҫа йӳнелнипе укҫа ҫитериманран аптӑрас килмест пулсан — укҫа хакне хытарас пулать, ӑна хытарсан пирӗн чухӑнласа ҫитнӗ халӑх хозяйствине те юсатпӑр, хӑмӑр пурӑнӑҫа та ҫӑмӑллататпӑр.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
Вӑл налуксем халӑха ҫутта кӑларакан вырӑнсем валли, сывлӑхсене астӑвакансем валли тата ытти усӑллӑ учрежденисем валли кирлӗ, ҫавӑнпа пур ӗҫпе тӑрӑшса пурӑнакан ҫынсен Канаш ирӗкне итлесе налука, хӑйсем тӳленисӗр пуҫне, тата ыттисем тӳленине астӑвас пулать; кам тӳлеме тивеҫлӗ ҫинченех налукран пӑрӑнать пулсан, ӑна тӳлеттерме тӑрӑшма пулать.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
7. Ҫак халӗ каланӑ налуксем хулари ҫынсем хушшинче те, ялти хресченсем хушшинче те пурлӑхлӑраххисене анчах тӗкӗнеҫҫӗ, чи чухӑннисене тивмеҫҫӗ.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
6. Пирӗн Чӑваш облаҫӗнче ҫав налуксене хумалли ҫынӗсем (пур тӗсли валли те) пур, анчах революци вӑхӑтӗнче укҫа йӗркинче ӗҫлекен финанс учрежденисем ҫемҫелнӗ те халӗ те ҫирӗпленсе ҫитмен пирки налуксем питех лайӑх пуҫтарӑнмаҫҫӗ; акӑ, сӑмахран, тупӑш налукӗ, ку налукран сутуҫӑсем тупӑшӑҫсем мӗнле майпа та пулсан пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, тата ытти налуксене те ҫавӑн майлах тӳлеҫҫӗ.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
г) Пур ҫынна та тивекен налук (общегражданский налог) ку налука 18 ҫултан иртнисем ҫине пурин ҫине те пурӑнӑҫне кура хураҫҫӗ; выҫлӑх пулнӑ ҫӗрсенче ку налук хресченсене тӗкӗнмест.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
в) Доходпа пурлӑх налукӗ (подоходно-имущественный налог) — ку налука хулари сутуҫӑсем ҫине, тупӑш куракансем ҫине вӗсен дохочӗ тӑрӑх хураҫҫӗ.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
Ҫак налук ялти пур ҫын ҫине те пырать, хӗрлӗ ҫартисен ҫемйипе инвалидсене тата чи начаррисене анчах тӗкӗнмест.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
б) Килӗсерен тивекен налук (подворный налог) ку налука ҫу уйӑхӗнчи 22-мӗш кунне П.Р.Ӗҫ Т. К. декрет туса кӑларнӑ.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
Ку налука ирӗкӗн суту-илӳ тумалли йӗрке тухнӑранпа шӑтса тухнӑ сутуҫсем ҫине тата тупӑш паракан ӗҫсене тӑвакан ҫынсем ҫине хураҫҫӗ.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
а) Тупӑш налукӗ (промысловый налог) — ку суту-илӳ тумалли правапа танлаштарса тӑмалли налука пухасси.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
5. Ҫавӑнпа халӗ акӑ ҫак налуксене кӑларнӑ:
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
Пирӗн Чӑваш облаҫӗнче 1922-мӗш ҫулта расхут тумалли укҫа ҫинчен вырӑнти ҫынсем малтантарах шухӑшласа хатӗрленмен пирки, учрежденисем хушшинче нумайӑшӗ халӗ финанс тӗлӗшӗнчен аптӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа 1922 ҫулпа тата 1923 ҫулхи расхутсем валли халӗ вӑхӑтра укҫа тупма тӑрӑшас пулать.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
4. Халӑха ҫутта кӑларакан, сывлӑхне пӑхса усракан тата ҫӗр ӗҫне тӑвакан Канаш учрежденисем, вулӑссемпе ялти канашсем ӗлӗк патшалӑхри казна мӑйӗ ҫинче ларнӑ, халӗ вӗсем вырӑнти укҫапа пурӑнмалла, ҫавӑнпа канашсемпе парти организацисен те, ахаль ҫынсен те халӗ каланӑ учрежденисем валли укҫа мӗнле майпа тупасси ҫинчен шухӑшлас пулать.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
3. Канаш ирӗке хуракан налуксем акӑ мӗншӗн кирлӗ: ҫав налукпа патшалӑхӑн та, вырӑнти учрежденисен те дохочӗ пысӑкланать, тата ҫӗнӗрен хут укҫа ҫапса кӑларасси те ҫав налукпа казнана каялла пынӑ укҫа чухлӗ катӑлать, ҫӗнӗрен укҫа кӑларманни укҫа хакне хытарать.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
2. Укҫа хакне хытарса пӗр вырӑнта тӑратмашкӑн Канаш ирӗке тӗслӗрен йӗрке тӑвать, вӗсенчен паллӑраххисем акӑ ҫаксем: а) патшалӑхӑн расхутне сахаллантарса пырса нумайӑшне (расхута) вырӑнти расхутсем хушшине кӳртсе ярать (кӗпӗрнесен, уессен, вулӑссен ҫине), ҫав расхутсем хушшине вырӑнти пурӑнӑҫа йӗркере тытса усрамалли расхутсене анчах кӳртет, вӑл расхутсем вырӑнти пурӑнӑҫ валли кирлине пӗлсе тӑрса халӑхӑн тӑнланас пулать те, вӗсене йышӑнас пулать; б) уйрӑм ҫынсене суту-илӳ тума ирӗкленнӗ пирки, патшалӑхри учрежденисенче ҫынсене кирлӗ ӗҫсене туса тӑнӑшӑн тӳлемелле, сапламалла тӑвать; тата в) буржуйсен ушкӑнӗсем каллех шӑтса тухнӑ пирки, экономикӑн ҫӗнӗ политики тухиччен пӗтернӗ налуксене халӗ ҫӗнетет, мӗншӗн тесен пролетарисен патшалӑхӗ валли буржуйсен ҫине хунӑ налук экономикӑшӑн та политикӑшӑн та пурпӗрех кирлӗ.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
1. Раҫҫейре экономикӑн ҫӗнӗ политики сарӑлса, вӑйлӑланса пынӑ майӗпе, пирӗн хут укҫа йӗркине тӗреклӗлентерес пулать, мӗншӗн тесен халӑх хозяйстви те, суту-илӳ йӗрки те, ӗҫлекенсемпе хресченсен пурнӑҫӗ лайӑхланасси те — укҫа хакӗ хытса ҫитмесӗр юсанма пултараймасть.