Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хӑй выртса тӑракан вырӑнне те пуҫтарма ӳркенет.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ӗҫре неккес, чӑн-чӑн пиҫмен пашалу.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Унӑн, Митюкӑн, хулӑн, таврӑнчӑк тути нихӑҫан та ӑшӑ, илӗртӳллӗ кулӑпа чечекленмест, тӑрӑхларах шупка, кӳсе пичӗ саркаланса ҫуталмасть — вӗсене бронзӑранах тунӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пурӑна киле Литюк та ҫуралчӗ, ӑна та хавас пулмарӗ Митюк.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Кӗвӗҫ вучӗпе ҫунса, Митюк хӑйӗн черчен, вӑй-халсӑр, ҫын ӗренкине те кӗрсе ҫитеймен шӑллӗне чӗререн кураймарӗ, ӑшӗнче ӑна вилӗм те сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ку чӑнах ҫапла пулса тухрӗ: ашшӗпе амӑшӗ халӗ Митюкпа сас хӑпартса калаҫкалама та, ӑна ятлакалама та пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Витюк ҫурални Митюка, паллах, савӑнтармарӗ: ашшӗ-амӑшӗ малашне ӑна мар, ҫӗнӗ ачана пуҫҫапма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫавӑн чухне тин Мӗкӗте пиччепе Кӗтерне инке, ырӑ ҫынсем: «Ҫемьери пахматсӑр юратнӑ, чамасӑр савса ӳстернӗ пӗртен-пӗр ача телей ҫеҫ мар, инкек хутаҫҫи те ҫӗклесе килме пултарать», — тенине асра тытса, татах ача ҫуратма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Хӑй патне ан ҫывхар тата, нимӗн кӳренмелли те ан кала —шӑлӗсене шаклаттарса халь-халь ҫыртса илме хатӗр кашкӑр ҫуринех тухать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Килӗнче вара каллех «ача кӳмине» таврӑнма, пӗчӗккӗ чухнехи тыткаларӑшӗсене ҫӗнетсе яма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Виҫҫӗмӗш класрах унӑн вӗренӳри тӑрӑшулӑхӗ пач ҫухалчӗ, хӑй «3» тата «2» шайне анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пӗрремӗшпе иккӗмӗш классенче Митюк, чӑнах та, япӑхах вӗренмерӗ-ха (ара, шкулта килти пек мар ӗнтӗ, учительсем нихӑш ачине те уйрӑммӑн пуҫран ачашламаҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ӑс-тӑн енчен пӑхсан та ку ачан шулапӗ витӗнмен, теме ҫукчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

«Ӗлкӗрӗ-ха ӗҫлеме, ма ҫамрӑк хӑвана ҫамрӑклах хуҫас».

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Майӗпен ӗҫе те хӑнӑхтарса пырасчӗ те ачана — ҫук ҫав, кунта та ашшӗпе амӑшӗ хӑйсене тӳрре кӑларма май шырарӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Мӗн те пулин ҫӗмӗрет-и, ҫурать-и, йӗркерен кӑларать-и — ашшӗ-амӑшӗ курмӑш тӑвать е ҫемҫен ҫеҫ ятлакалать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Митюк ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала пек шутласа ӳсре, мӗн ыйтнине тивӗҫтермесенех, мӗн тӑвас тенине тутармасан чун-чӗрине кӑларсах макӑрчӗ, кутӑнлашрӗ, чӑкӑртӑшланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫавӑнпа вӗсем пӗрремӗш ачине куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхларӗҫ, чун-чӗрери юратӑва пӗр чӗптӗм юлмиччен ӑна ҫеҫ парнелерӗҫ, тулли иртӗхтерчӗҫ, чи хаклӑ, хитре ҫи-пуҫпа ҫӳретме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫамрӑк мӑшӑрӑн пурнӑҫ пылакӗпе туллин киленсе юлас килнӗ пулинех (Ара ӗнтӗ, ача вӑл телей кӑна мар, пӗчӗк тӑлӑ та, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех ыйхӑ татни те…).

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫемье ҫавӑрсанах Мӗкӗте пиччепе Кӗтерне инке пӗр ачапах ҫырлахма калаҫса татӑлнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех