Çĕннисем
Тӗплех лакса ларнӑ машина ҫак ҫӑрӑлчӑкран хӑй тӗллӗн ҫӑлӑнса тухма шанӑҫ паракан пӗр паллӑ та пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вырӑсла усал сӑмах лаплаттарса ӑшне кантарсан «канма выртнӑ» «чӑхӑмлакан хурҫӑ ҫамрӑк ӑйӑрне» йӗри-тавра тӗплӗн тӗпчесе ҫаврӑнчӗ — баста!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис, шӑлне качӑртаттаркаласа, машина моторне ӗҫлеме чарчӗ те кабинӑран тухрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ кустӑрмасем, пӗр вырӑнта ҫу сӗрнӗ пек якан ҫаврӑнса тӑрса, соляркӑпа тикӗт хутӑшӗ тӗслӗ ҫӑрӑлчӑка путсах анса кайрӗҫ — машина «хырӑмӗпе» лачӑркана тӗкӗнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каллех пуҫларӗ мотор чыхӑна-чыхӑна кӗрлеме, мӗкӗрме, ӳлеме, каллех кустӑрмасем, анра-сухраланса ҫаврӑнса, вут апачӗн каяшне, лапра-ҫӗпрене хыҫалалла, машина хыҫнелле, урӑм-сурӑм сирпӗтрӗҫ, «калашниковран» шатӑртаттарчӗҫ, анчах паҫӑрхиллех вӗсен «шӑлӗсем» хӑйсен хушшине чыхнӑ йывӑҫ-турата ниепле те «витеймерӗҫ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уртӑш йывӑҫҫи татӑкӗ-хуҫӑкӗсене вӑл машинӑн хыҫалти кустӑрмисем айне мал енчен, тирсе-таптаса кӗртсе, ҫӑтӑлантарса тухрӗ, вара, тарланӑ питне пиншак ҫаннипе шӑлкаласа илсе, васкасах кабинӑна кӗрсе ларчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис куҫ тӗлне пулнӑ катари пӗр уртӑш тӗмӗ патне танкӑшса пычӗ те ӑна туратти-вулли мӗнӗпех хатӑррӑн хирме, хуҫма-чӗрме, урипе тапса та хуҫма пуҫларӗ, ытамӗ самаях мӑнттайлансан, хашӑлтаткаласа, ӑна машини патне йӑтӑрласа таврӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗлерме те вӗлермеҫҫӗ, анчах хӳтӗленме, кӗҫӗне хӑварассине хирӗҫ тӑма вӑй, ят-сум ҫитмессе пӗлсе ҫӑмӑллӑнах лӑскаҫҫӗ, сӳслентереҫҫӗ, аваҫҫӗ, хуҫаҫҫӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурнӑҫра усал чунсем, чул чӗреллисем тӗл пулсан…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла ҫав вӑл ашшӗ-амӑшӗсӗр, тӑванӗ-пӗтенӗсӗр, тус-юлташӗсемсӗр, хӳтлӗхсӗр, картусӑр юлсан…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӗҫ тухмасса курса Пурис йывӑҫа алӑран вӗҫертсе ячӗ те пашка-пашка аяккалла пӑрӑнса утрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Канса илсен «урӑх хуҫма пурпӗрех меллӗреххине тупаймӑп» тесе йывӑҫа тепӗр еннелле тӑрӑнт та тӑрӑнт сиктерсе, каллех турткалама пуҫларӗ, ӗнтӗ авӑннӑ тӗлте йывӑҫӑн «ӳт-тирӗ» сӳсленсе, чӗнленсе пӗтрӗ, тӑсӑлса, тӗллӗн-тӗллӗн татӑлса та кайрӗ, анчах хӑй шартах хуҫӑлмарӗ, тӗпӗнчен те тӑпӑлмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑшра ҫилӗ хӑвала-хӑвала йывӑҫа алӑран вӗҫертсе ячӗ те пӗр авӑк сывлӑш ҫавӑрса тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗремесленчӗ, сӑрӑлса кайичченех мекеҫленчӗ, чун кӗлемен сасӑ та кӑларса илчӗ ҫамрӑк ҫын, анчах темле тӗрмешсен те йывӑҫа «парӑнтараймарӗ» (йывӑҫӗ, ӑвӑс, чӗп-чӗрӗскерех пулнӑ иккен).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис ҫак йывӑҫ патне пычӗ, ӑна вуллинчен ҫирӗппӗн ярса тытрӗ, вара хуҫса ӳкерес тесе лӑштӑр-лаштӑр, лӑкӑ-лӑкӑ силлеме, хӑй еннелле карт та карт турткалама пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Йывӑҫне авма-хуҫма вара питӗ меллӗ: йӗри-тавра нимӗнле чӑрмав та ҫук.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӑтпат ҫулҫисем курӑнкалаҫҫӗ-ха, анчах вӗсем, ҫумӑрпа исленнӗскерсем, кӳпченӗскерсем, пӑртак йывӑрланнӑ пулас — ҫил вӑштӑртатса иртсен те ташши-юрри палӑрмасть.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Яштака хӑй.

Ав, уҫӑрах вырӑнта пуслӑх тачкӑш вулӑллӑ тӑрнаккай йывӑҫ тӑр пӗччен хуралса, тӑлӑххӑн ларать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Курӑнкалаҫҫӗ-ха ун пеккисем, анчах вӗсенчен хӑшӗ чӗрри, хӑшӗ мӑртӑххи — епле уйӑран, енчен те вӗсене йӑс-пӑслӑ каҫ ӗнтрӗкӗ пурне те пӗр сӑрӑпа сӑрланӑ пулсан.