Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Эпир те кунта вӑраха кайнӑ ӗҫе татса парас ӗмӗтпе килнӗ, Камай тусӑм.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах каялла чакма шутламастӑп.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урамра чупса ҫӳрекен ачасем таран.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стариксемпе карчӑксем таран.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипе, халь унта кашни ҫын пире хирӗҫ ҫапӑҫма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗлетӗп, — терӗ Иван Васильевич, — ҫавӑнпа Хусана ним мар илетӗп тесе мухтанмастӑп.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усал халь тутарсем, аслӑ князь, усал, — асӑрхаттарчӗ Камай князь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хулара хӑйӗнче кӑна вӑтӑр виҫӗ пинлӗ ҫар тӑрать, хула тулашӗнче те унран кая мар.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна парӑнтарма ҫӑмӑл пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пытарма кирлӗ мар, Едигер вӑйлӑ халь, аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Камай князь, Хусантан тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, тутарсен вӑрҫӑ планне те лайӑх пӗлет, аслӑ княҫа вӑл хулара миҫе пин воин тӑнине тата крепость тулашӗнче ҫӳрекен утлӑ ҫарсен йышӗ мӗн чухлӗ пулнине, вӗсене мӗнле ҫар пуҫӗсем ертсе пынине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс патши патне кӗме сӑлтав сахал мар ҫав тутар мӑрсисен: пӗрисем вырӑссен аллинче тыткӑнра пурӑнакан тӑванӗсем патне кайса килме ирӗк ыйтса илесшӗн, теприсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе ун умӗнче кӑшт йӑпӑлтатса пӑхасшӑн, хӑшӗсем вырӑссене пулӑшас тесе аслӑ княҫа мӗнле те пулин хыпар пӗлтерме кӗресшӗн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем аслӑ княҫа Сӗве вӑрринче чылайранпа кӗтсе пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша чатӑрне карсан унта чи малтан тутар мӑрсисем васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара государь валли ҫыранран инҫех мар пысӑк чатӑр вырнаҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь валли ҫӗнӗ хулара собор протопопӗн ҫуртӗнче пӳлӗмсем хатӗрлесе хунӑччӗ, вӑл эпир походри ҫынсем тесе унта каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав хушӑрах хӑйсен кулленхи ӗҫне те манса хӑвармарӗҫ: ҫырма хӗрринче кӗпе-йӗм ҫурӗҫ, ҫӗтӗк сӑхманӗсене сапларӗҫ, тусанланса, пылчӑкланса пӗтнӗ хӗҫ-пӑшала тасатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Новоград Свияжскинче ҫарсем шӑпах икӗ кун канчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ратниксем «кӗмӗл пуҫлӑ» хӗрсене курса хӑйсем хушшинче вӗҫӗмсӗр шӳт турӗҫ, хӑшӗсем воеводӑсем асӑрхаман чух теветсемпе мӑй ҫаккисен ҫеҫтенкисене алӑпа тытсах тӗрӗслесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑр урлӑ каҫнӑ чухнехи пекех, кунти ялсенче те ҫул ик айккипе пур ҫӗрте те йывӑҫ чашӑксемпе ҫӗр йӑтнӑ старейшннӑсем, шап-шур ал шӑллисемпе ҫӑкӑр-тӑвар тытнӑ хушпуллӑ хӗрсем тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех