Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӗрмешетпӗр тек ҫапла Сӗм вӑрманти упалла.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Унтан каҫа майӗпен Сӑвай юпи ҫапатпӑр, Ҫапсан-ҫапсан йӗркипе Вырнаҫтарса лартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫапла ирӗксӗртенех Тытӑнатпӑр ӗҫлеме, Сӑрт тӑрринчен шыв хӗрне Пӗренесем ҫӗклеме.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Мӗн тӑвас тен, пуш алпа Ним тума та ҫук ӗнтӗ, Вӗсем пире пӑшалпа Хупӑрланӑ пур енчен.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫапла вӗсем хӑратсах Кӗпер тума хутаҫҫӗ, Куҫ илмесӗр сыхласа, Пире пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Пӗрре ҫинче нимӗҫсем Пире — ҫирӗм ик ҫынна Суйла-суйла илчӗҫ те Хуса кайрӗҫ ҫырмана.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫавӑнпа та тыткӑнра, Тем чул йывӑр пулсан та, Ҫӗнтерӗве кӗтнӗ май Эпир ним те хӑраман…

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Фашистсене аркатса, Ҫӗнтерӳллӗн килессе Эпир кӗтнӗ анчах мар, — Пӗлсе тӑнӑ, ӗненсе.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Вӑхӑт ҫитсен, Хӗрлӗ Ҫар, Сталин ертсе пынипе, Пӗтӗм халӑх пулӑшса Хӑват парса тӑнипе.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫавӑнпа та тыткӑнра Нимӗҫ тем чул хӗссен те, Тамӑкри пек мӑшкӑлпа Хӗн-асапа тӳссен те, Эпир ним те шарламан, Шарлама та шутламан, Тем чул йывӑр пулсан та, Эпӗр пурпӗр парӑнман.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ӗмӗр мӑшкӑл-асапран Хӗнхур курса пурниччен, Ҫапӑҫам эп тӑшманпа Юлашки юн юлмиччен.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хӑрама та шутламан, Нимӗҫ тем чул урсан та, Эпӗр пурпӗр парӑнман.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Анчах эпӗр хӑраман.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хупса лартрӗҫ витене, Пилӗк талӑк усрарӗҫ, Ҫав пилӗк кун хушшинче Апатпа шыв памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Вилесене ҫавӑнтах — Вите умне пытарчӗҫ, Пирӗн хурлӑ пурнӑҫа Татах пӑрса хытарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Пире ҫӳллӗ вырӑна Черечӗпе тӑратрӗҫ, Кашни ҫиччӗмӗш ҫынна Пере-пере пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Тепре ҫинче ҫамрӑксем Тарма тӑнӑ темиҫен, Ну, ҫакӑншӑн ҫилленсе Урсах кайрӗҫ нимӗҫсем.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Пирӗн хӑшпӗр стариксем Начарланчӗҫ пӗтӗмпех, Кайран вара вӗсене Пӑчӑхтарчӗҫ сӗрӗмпе.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ярса тытрӗҫ те мана Хуран кутне ӳкерчӗҫ, Чышкӑпа та патакпа Хӗне-хӗне пӗтерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ӑна курсан, нимӗҫсем Кашкӑрсем пек ӗрӗхсе Чупса ҫитрӗҫ темиҫен Сӗлехеллӗн пӗрӗхсе.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех