Çĕннисем
«Хыпар» хаҫат ҫӗнӗлле тухма тытӑнни пире, вулакансене, чӑннипех савӑнтарать.
Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.
Уява Алина Савельева, Евгений Николаев, Саша Арсентьев хӑйсен ҫепӗҫ юррисемпе илем кӳчӗҫ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
«Елчӗксем яланах маттур та хастар, пуҫаруллӑ та пултаруллӑ, ӗҫчен халӑх пулнӑ. Яланах ҫапла пулӑр, эпир вара сирӗн ҫинчен ҫырсах тӑрӑпӑр», - пӗтӗмлетрӗҫ журналистсем.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Шӑпӑрлансемпе шкул ачисене тӗрлӗ конкурса хутшӑнма чӗнсе каларӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене, паллах, Диплом, парне парса чыслӗҫ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Издательство ҫурчӗ тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли «Тантӑш» хаҫат, «Тетте», «Самант» журналсем кӑларса тӑни ҫинчен Кристина Байбаторова каласа кӑтартрӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
«Хресчен сасси» хаҫат корреспонденчӗ Валентина Петрова ҫитес ҫур ҫулта «Хресчен сасси» тата «Хресчен сасси - Кил» пӗрле тухма пуҫлассине, кӑларӑмӑн тусӗсен шучӗ чакмасса шаннине пӗлтерчӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Вӑл хальхи вӑхӑтра ку журнала Раҫҫейӗн 48 регионӗнче, ҫав шутрах - Чукоткӑра, Сахалинта та, ҫырӑнса илни ҫинчен каларӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
«Капкӑн» журнал редакторӗ Николай Петров-Ишентей пӗчӗкренех илтсе ӳснӗ каларӑша аса илчӗ: «Кулӑш - ҫын патне ҫитмелли чи ҫывӑх ҫул».
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Вӗсем тӑрӑх спектакль лартаҫҫӗ иккен пултаруллӑскерсем.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Культура ӗҫченӗсем хаҫатра пьеса ытларах пичетлеме ыйтрӗҫ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Кӑҫал «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» тиражӗ ӳснӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Паллах, «Юратупа наркӑмӑш» ярӑмпа.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Алина Изман вулакансем чи малтан хӑш страницӑпа паллашма васканине ыйтрӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат корреспонденчӗ Татьяна Наумова ҫак кӑларӑм этемлӗхӗн черчен ҫуррине хумхантаракан пӗтӗм ыйтӑва ҫутатни ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Хӗр-хӗрарӑмсене ҫывхарса килекен уяв ячӗпе саламласа хӑйӗн сӑввисене вуларӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Василий Кошкин-Кервен поэт «Тӑван Атӑл» журнал ҫинчен каласа кӑтартрӗ, «Хыпар» ИҪ тытӑмне кӗнӗренпе вӑл лайӑх еннелле улшӑнма тытӑннине пӗлтерчӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
«Шупашкарта Елчӗк тӑрӑхне чӑвашлӑх утравӗ теҫҫӗ. Сирӗн ҫак сӑмахсене ӗҫпе ҫирӗплетмелле: чӑваш хаҫат-журналне пуринчен ытларах ҫырӑнмалла», - терӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
«Хыпар» хаҫатӑн культурӑпа чӑваш диаспорин пайӗн редакторӗ Надежда Смирнова, Елчӗк районӗнчи Яманчурелӗнче ҫуралса ӳснӗскер, тӑван тӑрӑха килсе ҫӳремешкӗн питех те кӑмӑллине каларӗ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Сӑмах май, ҫав кун тӗлпулӑва килнисем пирӗн хаҫатсене фойере ҫырӑнма пултарчӗҫ.
Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.
Кашни кӑларӑм ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ, вӗсене мартӑн 7-мӗшӗччен йӳнӗрех хакпа ҫырӑнса илме май пуррине систерчӗ.