Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ах, тупнӑ та хӗр, куҫпа курмӑттӑмччӗ пӗрех хут…» — хӑй ӑшӗнче тарӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тен, ҫав леш кӗрт ами Хрестукпах таҫта пӑшӑл пӑтти пӗҫерсе ларать пулӗ?

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ӑҫта кайса ҫухалнӑ-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарьен ӑш-чикӗ те кӑштах хӑй вырӑнне ларчӗ пулас-ха, ачи-пӑчине ятламарӗ, апат та пӗҫерсе ҫитерчӗ, вырӑн сарса парса ҫывӑрма вырттарчӗ, килте Сергей курӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ пӳрт ӑшчиккине унчченхи сӑн кӗчӗ те темелле.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вовӑпа Оля пулӑшнипе пружина матраслӑ кравате кайри пӳртрен малтине куҫарчӗ, мамӑк тӳшек сарса, малтан чӑлт-шурӑ ҫитӗ, ун ҫинчен чечеклӗ утиял витрӗ, пӗр-пӗрин ҫине пилӗк-ултӑ кӑпӑшка минтер купаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килне ҫитсен, вӑл ним тӑвиччен малтан сарлака крыльца ҫине хӑпарчӗ, ҫӑрине уҫса, лавккана кӗчӗ, нӳрлӗ ҫӗтӗкпе сентресене сӑтӑрса тасатрӗ, урайне шӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тен, унччен ман ухмаххи хӑй те таврӑнӗ, — тесе, Тарье председатель пӳлӗмӗнчен тухрӗ, ял Советне кӗмесӗрех каялла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юрӗ, эппин, хӑйнех кӗтме тивет.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Секретарӗ кунтах пулма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл эрнесӗр те пулмасть, — кӗскен тавӑрчӗ Нанайцев.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Казаков юлташа Шупашкара чӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пур-ши пӑрччататлӗ Советра?

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Унтан, лӑпланнӑ пек пулса, хӑйне хӑй алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсӗ вара, Ҫтаппан Ҫтаппанчӑ, манран кулма пуҫларӑн.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ санран пулӑшу ыйтма килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ма мӑшкӑллатӑн ахаль? — сасартӑках тарӑхса кайрӗ Тарье.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗн аплах марри пултӑр?!

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Аплах мар пулӗ те, — иккӗленчӗ Нанайцев.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑлтах, пӗтӗмпех, пӗр япала та хӑварман…

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех