Çĕннисем
— Ай-уй, мӗн пулнӑ сана, ҫил-тӑвӑл айне лекнӗ йывӑҫ пекех сулланса тӑратӑн, ывӑнтӑн-им? — юлташӗн ыйхине вӗҫтерсе ярасшӑн пулса, Симӑна унтан та кунтан тӗрткелерӗ Тамара.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Халӗ те акӑ Сима ывӑннине Тамара ҫийӗнчех сисрӗ, ун патне чупса ҫитрӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Амӑш ҫунатти айӗнчи кайӑк чӗппи тейӗн.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ытла та лайӑх ӑна Тамара ҫумӗнче пурӑнма.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Хӑнӑхса ҫите пуҫларӗ ӗнтӗ Сима кун пек йӗркесене.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Сима тӑриччен апат та пӗҫерме ӳркенмест, пӳлӗмне те тирпейлет.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Юлташне те пулӑшма ӗлкӗрет, хӑйшӗн те ӗҫлет.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Кӗлетки те пӗчӗкҫӗ кӑна ӗнтӗ, вӑл пур — икӗ кун ҫывӑрмасан та хӑнк та тумасть пуль.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ӑҫтан, мӗнле ҫӑлкуҫӗнчен тапса тӑрать-ши унӑн вӑйӗ, шанчӑкӗ, савӑнӑҫӗ?
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет ҫак хӗртен Сима.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Тамара вара пачах ун пек мар.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Хӑш-пӗр чухне ҫав тери ҫывӑрас килнипе хӑй сисмесӗрех аллинчи деталӗсене те ҫӗре кӑштӑрт ҫеҫ ӳкерет.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Виҫҫӗмӗш смена… ытти сменӑсене чиперех чӑтса ирттерет-ха Сима, анчах ҫак ҫӗрлехи смена питӗ ывӑнтарать хӗре.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ҫак самантра пӗтӗм тӗнче уншӑн ҫуталса ялтӑранӑ пек туйӑнчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Телейлӗ туйрӗ вӑл хӑйне.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Сима шарламарӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Эх, пирӗн пурнӑҫ йӗрӗ пултӑрччӗ вӑл — ӗмӗр-ӗмӗр пӗрле юнашар утмалли пурнӑҫ йӗрӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Кур-ха, мӗнле илемлӗ! — шӑрҫаланнӑ йӗрсене кӑтартрӗ Микола.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Сывлӑм ӳкнӗ курӑк ҫийӗн икӗ йӗр юнашар мӑшӑр шӑрҫа тирӗмӗ евӗр йӗркеленсе юлчӗҫ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Хӗвелӗн пӗрремӗш пайӑркисем тӳпенелле кармашма пуҫласан, Миколӑпа Сима та майӗпе общежити еннелле утрӗҫ.