Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ӑна хӑлхана «ҫаклатса илсен»каллех ун патнелле сӗвет: тӳремӗпе те вӑйкӑнать, сӑртламӗпе те чакаланать, лапам-васанне те анса хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хутран-ситрен чарӑнса та тӑрать — сасӑ куҫӑмне тимлет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ вӑл каллех хура кӗрхи вӑрманӑн сӗм хура тӗттӗмлӗхӗнче вилӗмрен тарса пурнӑҫа хӑвалать: е пӗр танлӑн утӑмлать, е ут виттӗн чупать, е чикӑль-макӑль тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасса ҫухатма, татӑлса юлма юрамасть!» — пуля хӑвӑртлӑхне пама пикенчӗ Пурис хӑйне шалтан.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Хӑвӑртрах — хыҫҫӑн!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вар хӗрринче малтанах вӑш-вашшӑн шӑлавар кӑшкарӗ айӗнчен тухкаласа кайнӑ кӗпи вӗҫне вырӑнне чикрӗ, унтан пӗр авӑк хашка-хашка сывлӑш ҫавӑрса, сывлӑша тайса итлесе тӑчӗ — сасӑ кашни ҫеккунтрах уҫӑмсӑрланса, иксӗлсе пыни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнех, манерӗпе ту качаки вирлӗхнех лараймарӗ пулин те, ҫамрӑк, пиҫӗ ҫан-ҫурӑмлӑ арҫын, хӗрӗх градуслипе те хӗрӗннӗскер, пӗрре яшлатса, тепре кутелене-кутелене, шуҫа-шуҫа, йӑвалана-йӑвалана, ӳт-пӗвне тӑвар касичченех вӗрилентерсе, «чӑнкӑлтата-чӑнкӑлтата», сивӗ, чӑкраш ҫырана парӑнтарчӗ-парӑнтарчех.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нускине, пушмакне тӗпӗр-тепӗр тӑхӑнчӗ те йӑпӑр-япӑр ури ҫине сиксе тӑчӗ, хӑйне йӗркене кӗрткелерӗ (пӳрне вӗҫӗпе тӗкӗнкеленипех ӑнланчӗ: шӑлаварӗ вӗҫне тикенек, симӗс сырлан вӑрри, ҫӗрӗк ҫулҫӑ сӑрӑнса тулнӑ иккен), вара, «качтаки» «хӳри» пулма васкаса, хыпӑнсах умри сакӑлта ҫинелле сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тискер кайӑк апачӗ…»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫук, пурпӗрех мана унран татӑлса юлма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк ҫын пӗр авӑк нимле мар апла, виҫӗ хыр хушшинче ҫухалса ларчӗ, нускине пӑрса шывне юхтарчӗ, унтан сасартӑк вӗтеленсе ӳкрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис ӑнланчӗ: «качтаки» ҫулне малалла тӑсса хӑй «палӑртнӑ» еннелле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасӑ ерипен хухса, пусӑрӑнса пыни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис каллех хускалми пулчӗ те пӗр авӑк тӗк ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра лере, ҫӳлте, умри ҫыран енче, чӑштӑр-чӑштӑр туни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис лӑч-лачланнӑ пушмакне йӑлха-пылчӑкран сас-чӳ кӑлармасӑр, ал пӳрнисемпе сӑтӑра-сӑтӑра тасатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗт, кӗт!»

— Тен, мана кӗтсе тӑратӑн?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Унтан ӑшӗнче лӗх-лӗх йӗплесе те илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кунтах иккен-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех