Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Пӗрле улах ларнине ан ил, пӗрле утӑ ҫулнине ил» — аса килчӗҫ ӑна халӗ халӑхра ҫӳрекен сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫыпӑҫуллӑ, вӑй хурса ӗҫлет унӑн пулас мӑшӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑл мӑшлаткаласа сывласа, ҫулма чарӑнчӗ те, вӑр-вар ҫаврӑнса, каярах юлнӑ, ярӑнса ҫулакан Ленӑна хӑйӗн куҫ ытамне илчӗ, пӗр авӑк унпа киленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Лена пичӗ те — кӗрен чечек…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сарӑ майки тарпа исленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑлӑн ҫавра, пӗрӗмсӗр, хӗвелпе ҫунса, ҫилпе вӗтшӗнсе тӗксӗмленнӗ питне мин тапса тухрӗ, ҫамки ҫинче вӗтӗ тар шӑрҫаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пыл хурчӗсем вара хӑйсен тулса тӑкӑнакан телейне пӗр ҫемӗллӗ, кӗске, чечекпе чечек хушшинчи сӗрлевӗпе «юхтара-юхтара, сапала-сапала», этемшӗн пархатарлӑ, ырми-канми, вӗҫӗмсӗр тӑрмашӑвӗпе хӗрпе каччӑпа хӗрӳ тупӑшӑвах тухнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Вӗсене, хӗрпе качча, мухтаса, пил парса, тӗрлӗ-тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ, шӑна-пӑван шӑйлать, пупӑн пӗр тӑсӑмлӑ кӗлли пек нӑрласа тӗкӗлтура та сӗрлет; этем ӗҫре ҫеҫ аслине, ӗҫпе ҫеҫ илемлине аса илтерсе хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Икӗ сарлака паккус, икӗ тус алран-алӑ тытса утнӑ пек, малалла та малалла тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫамрӑк вӑй-хал темерӗн, виҫеллӗ сарлакан илсе, ҫависене сулмаклӑн, ыткӑнтарса сула-сула яраҫҫӗ те парка ҫӗкленнӗ, ашкӑрса ӳсекен симӗс курӑк, ҫулӑнса, ӗретӗн-ӗретӗн ҫаврӑнса ӳкет, купаланса, карталанса юлать, таврана пехетлӗ те сиплӗ шӑршӑ сарать, ҫамрӑксен чун-чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ сӗтекне сӑрхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Мала, кӗпине хывса, Павӑл тӑчӗ, унран юлми — Лена.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫамрӑксем шетӗрнек карта таврари курӑка пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑрса ҫулма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӗнтӗ пуҫ тӳпинчи хӗвелӗ, алхаса-алхаса шӑранса, ӑшӑ-вӗри ылтӑнне ҫӗр ҫине пӗр хӗрхенмесӗр, туллин, шарлантарса, ывӑҫла-ывӑҫла акать, ҫупкӑмӑн-ҫупкӑмӑн сапалать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗкрӗк, таса тӳпе маччине утмӑлтурат чечекӗн сенкерӗ ҫапнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Таврара ӑрша вылять: пӗрре палӑри-палӑрми, тепре ярӑмӑн-ярӑмӑн эрешлӗ ӑшӑ хумлӑн хумланса, чӗтренсе-чалтӑртатса.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сас-чӳ тавраш илтӗнмест (сар кайӑксен те юрласси улӑх ути ҫуличчен ҫеҫ теҫҫӗ те-ха).

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫанталӑкӗ, чӗрӗ, ҫепӗҫ ароматлӑ шӑршӑсемпе каплантараканскер, тӑнӑҫ, таса тӑрать, анчах тин ҫеҫ тутлӑласа пултарнӑ мунчари пекех пӑчӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӑштахран хӗрпе каччӑ, килкартине, унтан, ӗҫлеме юрамалла ҫавасене йӑтса, сайхалӑх витӗр анкартине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Шӑпах ӗнер иккӗшне типсе кушӑрканӑ аврисене шӳтерме шетнике чиксе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫависем пур-ха…

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех