Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӑл мана тав туса кӗрен сӗмлӗ шурӑ роза тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кути-пути тӗлӗкре темӗнле пӗчӗк те хӑрах куҫлӑ ачана кӗрлесе юхакан ҫурхи шывран туртса кӑлартӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ак ӗнтӗ кӑштахран мана та, сӗме тӗнтсе, ӑс-тӑнӑма «сӳнтерсе», шӑмма-шакка лӳпперлентерсе, ҫут тӗнче те ҫӗнейми хӑватли хӑйӗн чӗмсӗр чури туса хунӑ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лаштӑрах ывӑнман пулин те, майӗпен ман куҫ хупанкисем те йывӑрланса килчӗҫ, кукӑрӑлса тӗршӗнтӗм те лӗпсӗрӗлтӗм — пуҫӑма чӗрҫи ҫинчи чӑматан ҫине хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ман ҫывӑхри шукӑль тумланнӑ, хӗрлӗ-сарӑ ҫӳҫне кӗске кастарнӑ хӗрпе ҫӳҫлемес, хура ҫӗрле ҫуралнӑ каччӑ та, лӳ те тумасӑр евӗклӗн ыталаннӑскерсем, вӑхӑтлӑха хӑйсен ҫамрӑк юратӑвӗн чӗрӗ, пал-пал та йӑлтӑр-йӑлтӑр кӑвайтне пыл-ҫуран та тутлин шерпечӗпе сапса сӳнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑл вара кунта кашнин хӑйне евӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӑнах та, ыйхӑран тутли мӗн пултӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ытлашши чӑрик-чарик сас ан тухтӑр тесе, ҫак тенкел патне йӑпшӑнса, ура вӗҫҫӗнтерех йӑпӑшлатса пытӑм та тирпейленсе, канӑҫлӑн вырнаҫса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Куратӑп — кӗтесре пӗр пушӑ тенкел юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Саккӑрччен, килен-каянсен ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫличчен, шӑпчӑк ыйхи те пулин туса илес терӗм (кӗске ҫӗрӗн ыйхи тутлӑ теҫҫӗ тата).

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тӑватӑ сехет кӑна-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тенкелсем ҫинче те, урайӗнче те пӗрисем ларсах, теприсем тӑсӑлса е кӑлтӑрмачла хутланса выртса мӑшлатаҫҫӗ, хӑшлатаҫҫӗ, пӑшлатаҫҫӗ — хуп турттараҫҫӗ эппин.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Мачча каштинчен пӑралукпа ҫакӑнса тӑракан электрица лампочкисем хӑйсен ҫутине тӗксӗммӗн, хавшаккӑн сапалаҫҫӗ: ытла та пӗчӗк ваттлисем пулас вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Стенисем ҫинче лапкӑшӗпех, тавраллипех тӗрлӗрен пӗлтерӳсем, эреш-мерешлӗ плакатсем…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Самаях анлӑ, маччи ҫӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пассажирсен кӗтмелли залӗ ҫӳлте асӑннӑ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ ырӑ сунӑммӑн шӑл йӗрсе, кӑкӑртанах ӑшӑ хум яркаласа, пӳрнесемпе паль-паль-паль тукаласа, пӗр-ик хут ӑна алӑ сулса илтӗм…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫирӗм утӑм пек кайсан, ҫаврӑнса пӑхрӑм: анчӑк, ман хыҫҫӑн урама тухнӑскер, мана чӗп-чӗрӗ куҫӗпе ӑсатса, пӗр хускалми тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫапла сывпуллашрӑм та эпӗ, ҫурт хыҫӗнчен тухса, хамӑн ҫулпа васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ас ту! — ҫын вырӑнне картсах шӳт «шӑмми хыптаратӑп» эпӗ хама куҫӗпе витӗрлекен, сӑмсине йӑпӑш-япӑш ҫулакан анчӑка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех