Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӗл-тӗл вир, тӗл-тӗл куккурус пӗрчисем евӗр мӗлт-мӗлт ҫӑлтӑрсем тапса тухнӑ шупка тӳпере кӳпшеке, епренчӗк лап уйӑх, куҫне йӗкӗлтевлӗн хӗсе-хӗсе, шӑши ҫутине сӑрхӑнтарса, хӑй ҫулӗпе васкамасӑр, йӑпӑштӑн-йӑпӑштӑн юртать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Чанккама, тӳрткен сӑмсаллӑ, ҫутам ҫамрӑк милиционер пӗр тӑхтаса тӑмасӑр асӑннӑ хушаматлӑ ҫын килнелле яртлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Трофима пула!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӗтӗмпех Урӑлманкинсен качака такине пула!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кама пула ҫак ырлӑх йӑтӑнса анчӗ тетӗр эсир?

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Яла чӑннипех урӑ пурнӑҫ таврӑнчӗ вӗт!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Каҫсерен пур-ҫук ҫамрӑкӗ те, хупӑ клуб умӗнче пуҫтарӑнса, балалайкӑпа хатӑр-хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ (леш ара, темле Высоцкий ҫырнисене!) тӑнкӑлтаттарма пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӑхӑр-ха, урамра халӗ пӗр ӳсӗр ҫын кураймӑн, сывлӑшӗ таса, сипетлӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ӗнер, вӑн, Шӗшлӗ Павӑлӗ, ҫамки ҫинчи мӑкӑлӗсене «суйлакала-суйлакала», шӑлне шӑтӑр-шӑтӑр ҫырткаласа, анкарти хыҫӗпе йӑпшӑнса, тӑнкӑл-танкӑл, тӑнкӑл-танкӑл сулланнине хам та куртӑм (шӑпах ҫав вӑхӑтра, ҫемйине ертсе, урампа Трофим шакӑртаттарса пыратчӗ те-ха)…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хи-хи-хи…

— Качака такин мӑйраки те патак тутиех калать пулӗ ҫав: ялти пӗтӗм ӳсӗр-кукӑр, мухмӑрли-сухмӑрли ҫак выльӑх куҫӗ тӗлне лекесрен шикленсе, пытанса, пӑрӑнса ҫӳрет халӗ…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Ҫак тӗлте карчӑк тутине ейсех пӑрахрӗ те сӑмахне юрттарсах ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Трофим ун пек авӑксенче, пурне те мӑйракипе «ачаш тукаласа», «тӑмха» лартса, ӑса кӗртсе хӑваратех.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Никама та, ҫав шутра хуҫине те, уйӑрса-шеллесе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Мӗн пытармалли ӗнтӗ: эрех персе кӳпсен арҫынӗн те, хӗрарӑмӗн те, «ураран явӑнса», ҫӗрӗк тунката пек йӑванса е лаплатса ӳкесси те пулкалатех.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Уйрӑмах эрех-сӑра шӑршине чӑтма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Выльӑхӗ питӗ шӑрша-марша чухлаканскер, ҫавӑнпа.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑйӗн килӗн кӗҫӗн хапхи умӗнче кӗвенте пек кукӑрӑлса тӑракан тӗксӗм кӗрче питлӗ, кӑвакал аминни пек сӑмсаллӑ, туяллӑ хӑшӑлти карчӑк пӗчӗк тӑхтав турӗ, вара, шалти «кантри-ҫипписене» лӑнчах ярса, тулашран татӑлса ӳкмеллех пиҫсе ҫитнӗ хӑмла ҫырлине ҫаврӑнса, сӑмахне малалла юхтарчӗ: «Ма «пакунсӑр милиционер» тесе калаҫҫӗ тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ялта ӑна пурте юратаҫҫӗ, ачашлаҫҫӗ, ялти чи хастар, ҫирӗп, тӗрӗс сывӑ пурнӑҫ сыхлавҫи, «пакунсӑр милиционер» тесе, унпа тяппине тытса калаҫакан та пур», — пӗлтерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пит курӑмлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех