Çĕннисем
Сӑмах май каласан, шӑпах ҫак ҫулсенче пуҫланчӗ те ӗнтӗ Ҫтаппан колхозра ӗҫлесе пайталанма, ниепле те пурнӑҫа ӗнкӗртсе-йӳнеҫтерсе яма ҫуккине кура халӑхран татӑлса сулахай укҫа еннелле сулӑнасси.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те халӗ унӑн — пӗр автан та пӗр чӑх.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Тепӗр енчен пӑхсан, ҫакӑ кил-ҫуртра тӗтӗм сӳнессин пуҫламӑшӗ мар-ши?
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Камшӑн сӳлтен кайиччен «чӑмланмалла», ал-урана суртарса муритленмелле халӗ мучин выльӑх-чӗрлӗх тытса?
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Чӑнах, пӗр енчен шутласан, нумай кирлӗ-и пӗччен хырӑма?
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ӗнине Ҫтаппан мучи, сӗт-турӑхран услам укҫипе пускилсенчен туяннипех ҫырлахӑнма тӗв тытса, Анук вербовкӑпа тухса кайсанах сутса янӑччӗ, каярахпа вара сысна та, сурӑх та ватлӑх ҫӗнейми хӗнлӗхе ҫаврӑнчӗҫ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ахаль мар пулӗ ӗнтӗ хӑрах ҫыннӑн утти те вӑрах, теҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Алӑк умне хура кӗркуннехи ватлӑхах кӗштӗртетсе ҫитсе тӑрсан, вӑй-халтан чакса пыракан арҫынна ҫемье ҫавӑрма хӗрарӑмпа вырӑн ҫинче артакланасси ҫеҫ мар, хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пыма тӗреклӗрех вӑй-хал та, ӗҫ алли те ҫитменни те хистенӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Вӑйламасах мар пулин те, анчах ҫирӗп сывлӑхлӑскер, пилӗк-ҫурӑм питтинчен аптӑраманскер, арлӑх киленӗвӗ шӑнкӑравласан, ялти тӑлӑх маткасемпе те явӑҫкаланӑ, эрех черкки ӑшне путнӑ емпӗлти хӗрарӑмсене те хӑй килӗ умӗнчен «вырӑн хӑни» тумасӑр ирттерсе яман.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Паллах, яланах «манах кельин сулхӑн, тунсӑхлӑ шӑплӑхӗнче Турӑ кӗнеки вуласа ларман» ӗнтӗ вӑл: ял ҫине те тухкаланӑ, тӗрлӗ уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗре (хӑнасене вӑл яланах килте хӑй ӑсланӑ «цехра» юхтарнӑ хавшак сӑмакун-аншарлипе, услам укҫипе лавккара туяннӑ пӗремӗкпе хӑналатчӗ) ташлама-юрлама та, шӳтлеме-кулма та, мерекке упӑтене ҫаврӑнма та пултарнӑ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
…Анук вербовкӑпа тухса кайсан, Ҫтаппан мучи вунӑ ҫула яхӑн авланмасӑр пурӑнчӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
…Мучи, кӑмӑлӗпе хӑлӑхсӑрланичченех пусӑрӑнса, чун-чӗрине иртни хытти пӗр шелсӗр вӑтӑрнине чӑтаймасӑр, ҫулӑмсӑр кӑварланакан вутпуҫҫи пек тӗксӗммӗн тӗлкӗшекен куҫне лӗнчӗр аялалла ӳкерчӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Халӗ хӑй те, Анук, ҫур ӗмӗрне хыҫа хӑварчӗ ӗнтӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
«Атте пӗччен мар ӗнтӗ, ӑна пӑхакан пур», — терӗ пулинех?
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ашшӗ авлансан (тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ), Анука та тӑван килӗ магнит пекех туртма пӑрахрӗ курӑнать: тахҫантан-тахҫан ҫеҫ курӑнкаласа каять.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ашшӗ пӗччен пурӑннӑ чух, лешӗ ача чухне усал, киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнине пӑхмасӑрах, Анук тӑван килне-йӗрне пӗччен те, ҫемйипе те курма килкелесе каятчӗ-ха, хӑлтӑр-халтӑрланнӑ кил-ҫурт ҫаврашне ӗренкӗне кӗртсе хӑваратчӗ, укҫа-тенкӗпе те пулӑшкалатчӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Халӗ ӗнтӗ Анукӑн, Оренбург облаҫӗнче тӗпленнӗскерӗн, икӗ ывӑл, тӑватӑ мӑнук.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Аван пурӑнаҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Таҫта аякра (Мускав, унтан Оренбург облаҫӗ) Анук строителе вӗренсе тухрӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме пуҫларӗ, качча тухрӗ.