Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Альтернатива пурри, ӑна культурӑра анлӑ сарӑлнӑ коллизисем урлах каласа пама май пурри чӑваш прозин нациллӗ хӑй халлӗхне кӑшӑллать, прозӑн кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗнче ӑна халӑх шухӑшлавӗнчен тымарлантарать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Игн. Иванов калавӗсем, И. Юркин повеҫӗсем те шӑпах ҫав нумай пӗлтерӗшлӗхӗн пӗр енне сӑнарланипе палӑруллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Яковлев «Букварӗнчи» миниатюрӑсем те, енчен вӗсене прозӑра анлӑ, калӑплӑ произведенисен никӗсне хывас пулсан, е ӑса вӗрентнине, е тӑрӑхласа каланине, е хӗрхӳ, трагеди патне илсе ҫитекен кулӑша… мала кӑларма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

В. Игнатьевӑн, Н. Мартыновӑн, Хв. Агиверӗн, А. Артемьевӑн, А. Емельяновӑн, Д. Гордеевӑн прози шӑпах альтернативӑна шута илсе пырать те.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗрлӗ майсем шырамалли мехел, альтернатива яланах тупӑнать, уйрӑммӑнах наци сӑн-сӑпачӗллӗ коллизисенче, ситуацисенче ҫапла ку.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку шухӑша ҫапла кӑна калама юрать тени — чӑваш прозинче вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Авӑ ӑҫта ҫитрӗ шухӑш: пӗр коллизи, пӗр топос шухӑша тӗрлӗ енчен калама май парать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ю. Айдаш Тӑхтаман евӗр арҫынна сӑнарах парать (Сантӑр), ун хӑтланчӑшӗсем хӗр пуҫне ҫинине астутарать («Атнер»)…

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ю. Скворцов Сетнер пек каччӑ (Саня) чунне тишкерет, унта ҫине тӑрайманлӑх, хӗртен ютшӑнарах тӑрас кӑмӑл асӑрхать («Сурӑм хӗрӗ»).

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

А. Артемьев Нарспи пек хӗр шӑпине ҫӗнӗ условире тӗсет, ашшӗ-амӑшӗн ролӗ ӑна кирлех те мар («Салампи»).

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

М. Илпек Михетер пек этемӗн (ашшӗн) чыссӑрлӑхне мала кӑларать, хӗрӗн Селимен шӑпи хушма сӗмлӗ пулса юлать («Хура ҫӑкӑр»).

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Анчах ун ҫинче никӗсленсе кашни пултаруҫӑ хӑй шухӑшне калать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Хӑйне евӗрлӗ топос, пурнӑҫа нумай енлӗ хакламалли никӗс вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Акӑ пӑхӑр-ха «Нарспи» поэмӑн коллизинех.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тимлӗрех сӑнасан ҫакна куратпӑр: шӳтсем, анекдотсем, мифсем, легендӑсем… чӑвашшӑн пӗтӗмӗшле шухӑш упраҫҫӗ, вӗсемпе ку идейӑна сӑнласа пама та, леш шухӑша сӑнарлама та е тата пач урӑх кӑмӑла пӗлтерме те пулать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Сӑмах тӗлне килнӗрен, пусӑмласах каласан та юра пырать пуль: чӗлхе, тенешкел халапсем, мифсем… — пурте литературӑн чӑн нацилӗхне шӑнӑрлан хатӗр-хӗтӗр вӑл, пурне те тӗрлӗ енчен тӗпчемелле, шута илмелле, унсӑрӑн хайлавсен, литературӑн идейӑллӑ содержанине ӑнланма ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ак «Тӗллит-тӗллит Микулай» ҫинчен калани — кӑшт укҫапа хӗр те, кӗлет те, лаша та илес тет мӗскӗн этем: юрлӑ чӑвашӑн пурнӑҫа савас кӑмӑлӗ курӑнать кунта, укҫи ҫитменнипе асапланакан ҫынран тӑрӑхлани те сисӗнет, хӑй укҫине вӑл тивӗҫлипе тӑккалама мел тупайманни палӑрать; анчах кулӑшӗ ку — хӗрхӳ, апла пулин те вӗрентсе калани пур кӗске ҫак текстра, халӑх пурнӑҫӗн опычӗ те ҫук мар.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Унран пуҫне чӑвашсен илемлӗх туртӑмӗсене, сӑнарлӑ шухӑш еккине аван куратпӑр кунта: сюжет ҫав тери кӗске те пиҫӗ ку хайлавсенче, кашни пӗчӗк хайлав никӗсӗнче нумай пӗлтерӗшлӗ ытарлӑх выртать, калас идея яланах шалта пытарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Пӗчӗк миниатюрӑсенче чӑвашӑн яланхи йӑлисем, кулленхи пурнӑҫӗ, патриархаллӑ шухӑшӗ нумай енлӗн сӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Вӑл тытнӑ тӗллев нумай-нумай чӑваш ҫыравҫине хавал панӑ, ҫырас ӗҫре мӗне асра тытмаллине ҫирӗппӗн кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех