Çĕннисем
Хӑй хӑранине вӑл нимӗнпе те, пӗр сӑмахпа та палӑртман, анчах Лиза ӑна ӑнланнӑ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Лиза Виктора хӑйсен ача пуласси ҫинчен каласан, вӑл хӑраса ӳкнӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Чӑнах та-ҫке, икӗ ҫын кашни пушӑ минута пӗрле ирттереҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗринчен нимӗн те пытармаҫҫӗ, вӗсен пытармалли те нимӗн те ҫук пулсан, ҫывӑрма выртнӑ чух ҫӗрлехи вӑхӑта вӑл сана унран уйӑрнӑшӑн кураймастӑн пулсан, ирхине, малта яра кун пулассине тата кунӗпех пӗрле пулма май пуррине туйнипе савӑнӑҫлӑн вӑранатӑн пулсан — ун ипе чух ним ҫинчен те ыйтмалли ҫук…
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Лиза Виктортан нихҫан та вӑл ӑна юратни е юратманни ҫинчен ыйтман, вӑл ҫакна ӗненсе тӑнӑ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хӑйшӗн мӗнле хаклӑ япала пур, — ҫавсем пурте, хӑйӗн малашнехи пӗтӗм пурнӑҫӗ те Викторпа кӑна ҫыхӑнса тӑнӑ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Паллашнӑ хыҫҫӑн пӗр уйӑх кӑна, ҫук, пӗр уйӑхран та каярах вӑхӑт иртнӗ те, Лиза хӑйӗн телейне тупнине ӑнланнӑ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫапла пуҫланса кайнӑ та вара.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Лизӑшӑн хуть те ӑҫта кайсан та пур пӗр пулнӑ, унӑн Виктора ҫеҫ итлес килнӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӗсем уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ, анчах Невский проспекта та, утравсем ҫине те кайман, темле ҫурма тӗттӗм тӑкӑрлӑксем тӑрӑх утса ҫӳренӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Сӑвӑсене сӳтсе явасси пӗтсен, Лиза хӑех Виктор патне пынӑ та вӑл тӗрӗс шухӑшлани ҫинчен, вӑл тухса калани ӑна питӗ килӗшни ҫинчен пӗлтернӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл курни-илтнине пит час чӗре патне илекен хӗр пулнӑ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Виктор калаҫнине илтсен, Лиза унӑн умӗнче ҫӗнӗ вӑхӑтри ҫӗнӗ ҫын — суялӑхран, тӗрӗсмарлӑхран тасатнӑ вӑхӑт ҫынни тӑрать, тесе шутланӑ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫынсем ку таранччен вӗҫне ҫити каласа пӗтерейменнисене ӑнланнӑ, туйнӑ ӗнтӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах та сывлӑшра ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫӗнӗ кӑмӑл пурри палӑрнӑ ӗнтӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ун чухне ытла пурин ҫинчен те калаҫса ҫитермен-ха, вуланӑ хыҫҫӑн ҫынсене пӗр вӑхӑтрах савӑнтарнӑ, пуласлӑха ҫирӗп ӗненекен тунӑ тата куҫҫулӗсем кӑларнӑ документ та тухман-ха.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ку вӑл Кремльре коммунистсен нумай йышлӑ пухӑвӗ — историе партин Ҫирӗммӗш съезчӗ текен ятпа кӗрсе юлнӑ пуху пуличчен пӗр ҫулталӑка яхӑн малтан пулса иртнӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Лиза Виктор каланине итлесе ларнӑ та хӑйне хӑй: вӑл тӗрӗс, пин хут тӗрӗс калать, ҫак пур сӑвӑсене те саккунсене пӑснӑ вӑхӑтра, ним айӑпсӑр ҫынсене тӗрмене лартнӑ чухне, час-часах суялӑха чӑнлӑх вырӑнне кӑтартнӑ кунсенче ҫырнӑ, тенӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах редакторсенчен ҫӳлте тӑракан ҫынсем ку сӑвӑсене пачах та вуламаҫҫӗ, ҫапах та темшӗн-ҫке шӑп та ҫакӑн пек этем чунӗшӗн ним каламан сӑвӑсене пичетлемелле, вӗсене ырламалла, тесе шутлаҫҫӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл тӳррӗн те хӑюллӑн калаҫнӑ: ку сӑвӑсенче пуринче те суялӑх нумай, вӗсенче чун, чӑн-чӑн этем чунӗ ҫук, вӗсене редакторсем ҫине пӑха-пӑха илсе ҫырнӑ, анчах лешсене те ку сӑвӑсем килӗшмеҫҫӗ-ха, ку сӑвӑсене вӗсем те хӑйсенчен ҫӳлтерех тӑракансем ҫине пӑха-пӑха пичетлеҫҫӗ, тенӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Поэтсем вуласа панӑ сӑвӑсене сӳтсе явнӑ чух Виктор тухса калаҫнӑ.