Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫавна май мӗнпур арҫын ӗҫӗсем Володьӑпа Валера шӑллӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине тиеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Вӑл вӑхӑтра ялсенче газ та, шыв пӑрӑхӗ те, ытти ҫӑмӑллӑхсем те пулман.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Паллах, ҫемьере аттесӗр пурӑнма йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Чи пӗчӗкки Валера ун чухне тӑватӑ ҫулта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Ҫапла амӑшӗ ҫирӗм саккӑртах тӑватӑ ачипе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Ун чухне арҫын ача виҫӗ ҫулта анчах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Володя ачаллах ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ (чире пула кӗтмен ҫӗртен вилсе кайнӑ).

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Паянхи кун ҫак ял ҫӗр ҫинче ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Володя Тимеш ялӗнчен виҫӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Канаш ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Кӑҫалхи ҫуркунне Владимир Никитин хӑйӗн 65 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Мӗншӗн тесен унӑн мӑн аслашшӗ те Никита ятлӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Куншӑн вӑл нимӗн чухлӗ те кӳренмест, савӑнать анчах.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Нумайӑшӗ ӑна ялта Никита тесе чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Паянхи сӑмах Владимир Никитин пирки пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Ун пек ҫынсем пирки: «Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта юранӑ», – теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Надежда РОДИОНОВА; Пишпӳлек районӗ, Ӑхпуҫ ялӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Унта ПР ҫыравҫисем, Дина Гаврилован пултарулӑхне кӑмӑллакансем, ПР чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Маларах Дина Гавриловапа Ӗпхӳ хулинчи А.З. Валиди ячӗллӗ наци библиотекинче «Дина Гаврилован прозинчи Пушкӑртстанра пурӑнакансен шӑпи» литература сехечӗ иртнине те палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Вӑл пуҫтарӑннисен чӗринче вӑрахчен асра юлӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Виҫӗ сехете яхӑн пынӑ тӗлпулу пӗр самант пек иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех