Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Мӗнле-ха пурнӑҫсем?» — тесе ыйтатпӑр Пӗр-пӗринчен курмассерен куллен.

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Ҫакӑн пек хӑюллӑ педагогсем ҫамрӑк чунсемшӗн обязательствӑсемпе яваплӑх илме хӑрамаҫҫӗ, вӗсен пурнӑҫри чи пысӑк утӑм — хӑйсен ҫулне суйласа илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Гульнара Гимазетдинова ачасемпе тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӑслӑ та йӗркеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Вӑл районти сборнӑй составӗнче волейбол ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑнать, ялпа районти спорт пурнӑҫне пысӑк тӳпе хывать.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Аслӑ категорири учителе ПР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Гульнара Ильдусовнан пухмачӗнче грамотӑсем, тав ҫырӑвӗсем, кубоксем нумай.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Пирӗн район хӑйӗн спорт ҫитӗнӗвӗсемпе яланах чапа тухать, кунта физкультура учителӗсен пысӑк тивӗҫӗ те сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Ҫакӑ вӑл - хӑйне шеллеменни, хӑйӗн ӑшшине, хӑйӗн вӑйне вуншар, ҫӗршер ачана парас кӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Педагог профессине урӑххипе те танлаштарма ҫук, мӗншӗн тесен ку ӗҫ кӑна мар, вӑл сайра тӗл пулакан чун парни.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Ҫакӑ пулмалла та ӗнтӗ тӑван ҫӗршывӑн кашни чӑн-чӑн учителӗн сӑваплӑ ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Учитель хӑйӗн воспитанникӗсемпе пӗрле ӳсет, вӗсене хӑйӗн чунне хывать, хӑйӗн чӗрин пӗр пайне парать.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Учитель ытти професси представителӗсенчен уйрӑлса тӑрать: вӑл ачалӑхпа, ҫамрӑклӑхпа, ҫын яланах унӑн тӗллевӗ патне туртӑннипе ҫыхӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

38 ҫул вӑл Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Физкультура учителӗ пулнӑшӑн Гульнара Гимазетдинова нихҫан та шеллемен, мӗншӗн тесен вӑл волейбола чӑннипех юратса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Кунсӑр пуҫне ҫӗрулмирен пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе тутанма май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул ҫӗрулми куравӗ хӑҫан иртесси паллӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36116.html

Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелсем йӗркелӗҫ, хамӑр патра тата ют ҫӗршывсенче туса илнӗ сортсен экспозицийӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул ҫӗрулми куравӗ хӑҫан иртесси паллӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36116.html

Ҫав вӑхӑтра ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ те иртӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул ҫӗрулми куравӗ хӑҫан иртесси паллӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36116.html

Регионсен хушшинчи «Ҫӗрулми – 2024» курав ҫитес ҫул нарӑсӑн 29-мӗшӗнче пуҫланӗ те пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул ҫӗрулми куравӗ хӑҫан иртесси паллӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36116.html

«Агро-Инноваци» сайтӗнче ҫакна палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул ҫӗрулми куравӗ хӑҫан иртесси паллӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36116.html

Ҫитес ҫул Чӑваш Енре ҫӗрулми куравӗ хӑҫан иртӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул ҫӗрулми куравӗ хӑҫан иртесси паллӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36116.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех