Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Сӑмах май, чӑваш туйне куракансем уйрӑмах хапӑлласа йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Анлӑ выставкӑра курмалли питӗ нумай пулнӑ: промышленность предприятийӗсен продукцийӗсене хаклани, авалхи йӑла-йӗркене пӑхӑнса чӑваш туйӗ ирттерни, Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ чӑваш юманне Дипломпа чыслани…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Хӑй вӑл куракан вырӑнӗнче ҫеҫ пулман, тӗслӗх кӑтартса чӑваш ташшине те килӗшӳллӗ ташланӑ, наци апачӗн мастер-класӗнче Евгений Шуваевпа пӗрле тӗтӗмленӗ така чӗлхи хатӗрлеме те вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Уява хутшӑннӑ ҫӗр-ҫӗр ҫынна регион ертӳҫи Олег Николаев саламланӑ, пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн историйӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе кӗскен паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Унта республикӑн экспозицине «Чӑваш Ен тав тӑвать» — «Чӑваш Ен ырлӑх парнелет» ятпа йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра Пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей» форум-куравра Чӑваш Ен кунӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Уява тата Вӑрнарти «Санар», «Тивлет», «Кантилена» ансамбльсен артисчӗсем, Ярмушкари «Шурӑмпуҫ» фольклор коллективӗ, «Ромашка» ача садӗнчи ташӑ ушкӑнӗ концерт номерӗсемпе илемлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Ҫӑкӑра халалласа, ӗҫчен алӑсене мухтаса сӑвӑ илемлӗн вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Вӑл - «Ялта чи лайӑххисем» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Праҫнике килнисене 2-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗ Евгения Вахидова хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Ытти хастар ӗҫченсем округӑн Хисеп грамотине тата Тавне тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Вӗсене округ Дипломӗпе тата укҫан премипе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Ҫапла вара, кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫулталӑкӗнчи кӑтартусем тӑрӑх Владимир Николаев («Мураты») - «чи лайӑх тракторист», Юрий Леонидов («Янгорчино») - «чи лайӑх водитель», Ирина Константинова (Карл Маркс ячӗллӗ хуҫалӑх) - «чи лайӑх доярка», Алина Никитина (аш-какай комбиначӗ) - «чи лайӑх свинарка», Владимир Крипчаков («Санары») - «чи лайӑх комбайнер», Лев Курманин («Агрохмель) - «чи лайӑх хӑмлаҫӑ», Елена Савина (аш-какай комбиначӗ) - «аш-пӑш тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», Елена Туйманкина (типӗтнӗ сӗт завочӗ) - «сӗт тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Професси уявӗнче маттур ӗҫченсене те палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Хресчен хуҫалӑхӗсем хушшинче малти вырӑнсене Валентин Павлов тата Алексей Фадеев фермерсем йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Ял хуҫалӑх организацийӗсен тилхепине тытса пыраканӗсем - Николай Аливанов, Геннадий Спиридонов, Валерий Шумилов - виҫҫӗшӗ те Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Вӑрнар муниципаллӑ округӗн Дипломне илме ертӳҫӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

«Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» акционерсен обществи пӗрремӗш, «Мураты» кооператив иккӗмӗш, Карл Маркс ячӗллӗ кооператив виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ тесе ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхри ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт завочӗн генеральнӑй директорӗн заместительне Ирина Антонюка, Карл Маркс ячӗллӗ кооператив бухгалтерне Зинаида Павлована, «Санары» агрофирмӑн кӗлет заведующине Елена Петрована, Тавӗпе Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн аппаратчикне Татьяна Краснована чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех