Çĕннисем
Унӑн ҫавра пичӗ ҫинчи пысӑк куҫӗсем тӗпсӗр тӳпе пек кӑн-кӑвак.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ванюш хӗрӗн нимӗнпе танлашми илемӗпе киленчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑйсен калаҫӑвӗпе киленсе утаканскерсем, иртсе пыракансем ӗмӗрхи йӑмра айӗнчи ҫамрӑксене курмарӗҫ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ванюш шӑп пулчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кӗпер тӑрӑх хыттӑн шавласа шкул ачисем иртсе кайрӗҫ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах та хӗр аллипе тутине хупласа паллӑ пачӗ — ан шавла тенӗн.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Ве-ся… — кулать ҫепӗҫҫӗн Ванюш.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Карттус айӗнчен тухнӑ хӑмӑр ҫӳҫ пайӑркисене аллипе тытса ачашлас килет хӗрӗн.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл хӑйӗн куҫӗсене ӗненет те, ӗненмест те.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
«Мӗнле хитре иккен вӑл… Турӑ пек!» — мӗн курнипе ирӗлет ҫамрӑк чун.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Эх, акӑ вӑл, Ванюшӑм, пуҫ пӑтранса каймалла ҫывӑхра.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тӗттӗмленмен-ха, хӗвел анман, хӗр унӑн куҫӗсене, тутине курать.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тинех вӗсем иккӗшӗ кӑна.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫак ӗмӗт пурнӑҫланчӗ те ав.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Савнийӗ ӑна мӗн калама пултарни пирки те шухӑшлатчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫӗрле вӑрана-вӑрана кайса Ванюшпа иккӗшӗ еплерех тӗл пулассине, куҫа-куҫӑн унпа кӑна юлассине куҫӗ умне кӑларатчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Эй, миҫе кун, уйрӑмах миҫе ҫӗр ӗмӗтленмен-ши вӑл ҫак самант пирки?
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле юратакан каччӑпа ҫакӑн пек ҫывӑххӑн, юнашар ларнине хӑй те ӗненмерӗ, унчченхи пек хӑранине те, намӑсланнине те туймарӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫамрӑксем ӗмӗрхи йӑмрасен айӗнче, хӑмла ҫырли тӗммисемпе шавлакан ҫулҫӑсен хушшинче йӑлт манчӗҫ темелле.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ванюш ҫӗрте выртакан типсе кайнӑ йывӑҫ умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ун ҫине хӑйӗн пиншакне сарчӗ те хӗре типтерлӗн хӑйпе юнашар лартрӗ.