Çĕннисем
Чул сарнӑ лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫула юр хӗвсе тикӗсленӗ те, машинӑсемшӗн семафор уҫӑ темелле: Мирун пиччепе Мӗтрие икӗ грузовик хуса ҫитсе иртрӗҫ, анчах хайхискерсем ҫуран танккакан икӗ арҫынна ҫунӑк бензин шӑршипе кӑна вӗртерсе хӑварчӗҫ: алӑ ҫӗклени усӑсӑрах пулчӗ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Йывӑр ҫӗклем ваттине те, ҫамрӑккине те ывӑнтарать: хыҫалта машина килни курӑнмасть-и тесе пӗрре Мирун пичче, тепре Мӗтри каялла вӑльт та вӑльт пӑхса илеҫҫӗ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ҫӑмӑлах мар, иккен, ҫӑк: ӑна час-часах пӗр алӑран тепӗрне куҫарма тивет.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ашшӗпе ывӑлӗн аллисенче шампа хырӑмлӑ пысӑк хура сумкӑсем, вӗсенче хуҫалӑхра кирлӗ ӑпӑр-тапӑр.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Икӗ ҫухрӑм пек утсан ура шуҫса кайнипе пӗри ӳкме тӑчӗ, ҫул пӑрлак иккен.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Малтанах вӗсем ҫул пӑрлак пулнине те, ҫурҫӗр енчен ҫил чӑрсӑррӑн кастарса вӗрнине те сисмерӗҫ, каялла мар, пӗрмаях малалла пӑхрӗҫ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ашшӗпе ывӑлӗ пӗр хушӑ ҫӑмӑллӑнах утрӗҫ: ҫамрӑкки малта, ватти хыҫалта.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Утни этемшӗн усӑллӑ иккен, ҫапла калать юлашки вӑхӑтра радио та.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
— Паҫӑрах утмаллаччӗ, пӗр шутласан.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
— Радио пирки талпас ҫапса тӑриччен утӑпӑр, — ывӑлне пӳлчӗ Мирун пичче.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
— Кашнинчех апла мар-ха…
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
— Вӑл ҫумӑр ҫӑвать тесен уяр пулакан, уяр пулать тесен ҫумӑр хупланса килекен.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
— Тем, радио каланӑ пек пулӗ-ши? — иккӗленчӗ Мирун пичче.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
— Радио каланине ӗненес пулсан паян-ыранах ҫил кӑнтӑр еннелле ҫаврӑнмалла, ҫанталӑк самаях ӑшӑтмалла, — терӗ Мӗтри сивӗ юра кӑчӑртаттарса ҫул варринче калла-малла утнӑ май.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Март пуҫламӑшӗ пулин те, сивӗ ури хуҫӑлман-ха: сӑмса тӑррине чӗпӗте-чӗпӗте ҫурҫӗр енчен типӗ ҫил чӑрсӑррӑн вӗрет.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ҫав хушӑра вӗсем пӗр-пӗринчен куҫӗсене тартса икӗ пирус туртса яма ӗлкӗрчӗҫ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Мирун пиччепе Мӗтри те халь-халь грузовик е урӑх мӗнле те пулин машина тупӑнать-и тесе ҫул юппинче пӗр сехет майлах тӑпӑртатса тӑчӗҫ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Анчах ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче пурӑнакан ҫынсен, кашни утӑмра тенӗ пекех тӗрлӗрен машина пашлаттарса кӑларакан йӳҫӗ тӗтӗме ӳпке туллин сывлаканскерсен, инҫерех ҫула тухсан нихҫан та ҫуран утас килмест.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ҫанталӑк тӗттӗмленнӗ ҫӗре киле чиперех ҫитсе ӳкетпӗр, — паттӑрланчӗ Мирун пичче.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ҫуран таплаттаратпӑр тата!