Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Раман ҫамрӑк хырлӑха чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫывӑхрах пӑшал тепре кӗрӗслетрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тарӑн ҫырма урлӑ хыпаланса каҫнипе сывлӑшӗ пӳлӗнсех ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан: «Кам мӗн тытать-ши ӗнтӗ?» — тесе, сасӑ илтӗннӗ еннелле чавтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Инҫех те каяймарӗ вӑл, пӑшал кӗрӗслетнӗ сасӑпа тӑпах чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Темиҫе сапакана татса шӑлавар кӗсйине чикрӗ те Раман, хӑй кунтан каясса чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен пакшапа пилеш кайӑкӗсем ҫине тепӗр хут ӑшшӑн пӑхса илсе, кула-кулах малалла ярӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пыл тути калакан йӳҫек ҫимӗҫе тутанса пӑхасшӑн ҫунакансем Рамансӑр пуҫнех йышлӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӑтлӑхалла пӑши йӗрӗ кӗрсе ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫ тӑрринчен мӑшӑр карӑк вашлаттарса вӗҫсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫын пуррипе шуйханса ҫӑка ҫине куҫнӑ пилеш кайӑкӗсем ӑмӑртмалла чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп кайсан, анса тӑраничченех пилеш ҫи.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ан шиклен, тивместӗп.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пакша, ҫын хӑтӑрнине ӑнланнӑ пек, тепӗр турат ҫине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эс, шельма, мӗн хӑтланан унта?

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те чылай ҫӳлте турат вӗҫӗнче ларакан пакшана курчӗ, пӳрнипе юнарӗ:

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Теприн ҫырлисене татма пуҫланӑччӗ кӑна, сӑмса умӗнченех чӑрӑш йӗкелӗ патлатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑш хыпни ирттӗр тесе, пӗр сапакине каччӑ ним чарӑнмасӑр ҫисе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӳҫӗ-пылак сӗткен ҫӳҫентерсе илсе ӑшчике уҫӑлтарса ярать.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, пуҫне каҫӑртса, шӑн ҫырласене шӑлпа тата-тата хыпать.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн хӗвелпе йӑмӑхакан хӗп-хӗрлӗ сапакисем таҫтанах куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех