Çĕннисем
Нӳхрепрен сӑрине саркавуй пичкинчен Аран ӗлкӗреҫҫӗ йӑтма тарҫисем, Хыпаланса ӗҫтереҫҫӗ хӗрарӑмсем пӳртӗнче, Ӑшӑтаҫҫӗ сӑрине, хатӗрлеҫҫӗ апатсем.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӳклеме сӑрине, чимми куркине, Ӗҫеҫҫӗ те мухтаҫҫӗ аслӑ ӗҫкинче.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Урхан ӗҫки-ҫики эрнерен эрнене Кӗрлесе ҫеҫ тӑрать аслӑ пӳртӗнче.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӗрпӳри крепӗҫрен те ун ӗҫки-ҫикине Килсе ҫӳреҫҫӗ вырас хвитсерсем.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Шупашкарти воевотӑ унпала Хӗллехи кунсенче ҫӳрет сунара.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пур ҫӗре те Урхан чапӗ сарӑлнӑ, Пур ҫӗрте те Урхана асӑннӑ: Сӑр хӗрӗнчи Етӗрне хулинчен Атӑл ҫинчи Шупашкара ҫитиччен Янрать Урхан ячӗ ҫӗкленсе, Курайман тӑшмансен кӑмӑлне хистесе.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Урхан тара халӑхсем Уйри ӗҫе пухнӑ чух Шаккӑлсене шакканӑ, Йӑлӑм енне кайнӑ чух Илпешсене илӗртнӗ…
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Уй ӗҫсене пуҫтарма — Йӗри таври ялти ҫын, Ӳснӗ хӗрар, начар ҫын, Пӑхӑнаҫҫӗ пулӑшма: Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тарӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ӗҫ ӗҫлеме шар курма Вунӑ арҫын тарҫӑра, Килне ҫуртне упрама Ҫич хӗрарӑм чурара.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Урхан мулне сыхлама Ҫичӗ йытӑ сӑнчӑрта, Виҫӗ йытӑ ирӗкре, Хура упа ӳплере.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чаплӑхран та ытла шеп Уншӑн кирлӗ чыс-хисеп…
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Урха мӑнӑ евӗрле, Ҫине тӑрсан ҫилӗллӗ.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑрӑм яштак пӳ ҫинче Хура ҫӳҫлӗ тӑрӑх пуҫ; Тӳрткен сӑмсин ик енче Икӗ ҫутӑ чакӑр куҫ.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑл пӑхма та пит патмар: Кӗлеткийӗ кӗрнеклӗ, Алли-ури тӗреклӗ.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Урха пуян та чаплӑ, Чаплӑ мулпа анчах мар: Ун пурнӑҫӗ халаплӑ.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кам ҫиллинчен сыхланман?
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кам пурлӑхне ӑмсанман?
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кам курсан пуҫ таймасть?
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кам илтмен ун ҫинчен?
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пур те пур Урханӑн, нимрен те кая мар, Паттӑр турхан пек пурӑнать Сившура: Мулран та чаплӑхран ҫакӑнти таврара Никамран та малта, калаҫма та кирлӗ мар!