Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫак прогрессивлӑ шухӑш, ун чухнехи гуманизмӑн тӗп шухӑшӗ, Иванов пултарулӑхне витӗр витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хӑш-пӗр реакцилле писательсем, этемӗн пурнӑҫри, обществӑри ролӗ пирки киревсӗр шухӑш сарса, пурнӑҫшӑн этем — лӑкӑр-лакӑр ҫеҫ, вӑл ним те тума пултарайман чӗрчун, тесе сӳпӗлтетнӗ пулсан, Иванов, материалистла философин хӑш-пӗр идейисене ӑнланса илнӗскер, урӑхла шухӑшланӑ: эпир пурӑнакан тӗнчере чи вӑйли этем, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫапла вара, «Нарспи» поэмӑн содержанийӗ — вӑл чӑваш халӑхӗн, ытти халӑхсен шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑракан ӗмӗт-шухӑшсем, халӑхӑн сывӑ ӑс-пуҫлӑ ҫыннисем ҫав вӑхӑтри пурнӑҫа, ӗҫпе кӗрешӗве, телей, юрату ыйтӑвӗсене мӗнле ӑнланнине, поэт хӑй ҫав ыйтусене мӗнле ӑнланнине сӑнлӑхсемпе кӑтартса пани пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ку ҫеҫ те мар-ха, вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче таҫтан-муртан килнӗ шухӑшсен витӗмӗпе мар, 1905–1907 ҫулсенчи пӗрремӗш революци витӗмӗпе хавасланса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ӑна вӑл халӑхӑн малта пыракан шухӑш-кӑмӑлӗ енчен пӑхса, вырӑс литературинчи прогрессивлӑ ҫыннисен шухӑшӗсене ӑса хывса ҫутатса ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Иванов ҫав пурнӑҫа илнӗ те хӑй мӗнле ӑнланнӑ пек кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

«Нарспи» поэмӑра пирӗн ума чӑваш халӑхӗн иртнӗ ӗмӗрти пурнӑҫӗ тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чӑваш литературин классикла произведенине — вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑна илсе пӑхсан та эпир содерженипе формӑ, аш-чикӗпе тумӗ мӗн тери тачӑ ҫыхӑнса тӑнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, «Вӑрҫӑ тата мир» романӑн содержанийӗ унти сӑнарсем урлӑ пулса тӑнӑ, ҫав сӑнарсем кунта роман содержанине усраҫҫӗ, формӑ пайӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫак содержанине кӑтартса памалли формӑ — произведени валли илнӗ Ростовсен, Болконскисен, Безуховӑн, Трубецкисен, Курагинсен, Наполеон, Кутузов пурнӑҫӗ, салтаксен, хресченсен, ҫарӑн, обществӑри ҫӳлти сийсен пурнӑҫӗ, ун чухне пулса иртнӗ событисем, лару-тӑрусем тата ыттисем теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вара ҫапла калаҫҫӗ: «Вӑрҫӑ тата мир» романӑн содержанийӗ — вырӑс обществин 1812 Ҫулхи вӑрҫӑ тапхӑрӗнчи тата декабристсен малтанхи вӑрттӑн союзӗсем пуҫланнӑ ҫулсенчи пурнӑҫне, вырӑс ҫыннисен ӗҫне-хӗлне, паттӑрлӑхне, ҫемье ыйтуне, уйрӑм ҫыннӑн историри рольне, обществӑ умӗнчи тивӗҫне «халӑх шухӑшӗн» ҫутипе, Толстойӑн истори, философи, нравственноҫ тӗлӗшӗнчи шухӑшӗсен, ӑнланӑвӗн, вӗрентӗвӗн ҫутипе кӑтартса пани, ӑнлантарни, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Литературӑ вӗренмелли учебниксенче содержанипе формӑ ыйтӑвне ӑнлантарса панӑ чухне тӗслӗх вырӑнне Л. Толстойӑн «Война и мир» романне илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Произведенири персонажсене вырнаҫтарса тухни, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни, произведенири, персонажсен чӗлхинчи детальсем, композици меслечӗсем автора кирлӗ шухӑшсене калама пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Формӑ содержанин тӗрлӗ элеменчӗсене ҫыхӑнтарса пӗр-пӗтӗм япала, пӗрлӗх туса хурать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Произведенин композицийӗ те, жанр тӗлӗшӗнчи структури (йӗрки) те, ритм та тата ыттисем те формӑ пайӗ, элеменчӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Сӑмах — сӑнлӑхсем тумалли элемент.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чӗлхе, сӑмах — формӑ тумалли хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Литературӑра чӗлхесӗр формӑ тума ҫук.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Формӑ ҫинчен каланӑ чухне чӗлхе, самах пирки калаҫу хускатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Литературӑ произведенийӗн форми — произведение ҫырнӑ чӗлхе ҫеҫ мар, унти сӑнлӑхсем ҫеҫ те мар, литературӑ произведенийӗн формине унта кӑтартса панӑ сӑнарсем те кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех