Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Вӗрентетпӗр чӑвашла» ӑмӑртура чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен 14 учитель хутшӑнчӗ, хӑйӗн предмечӗпе урок чӑвашла ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Фестивальте вӗрентекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе тӗрлӗ енпе хутшӑнса ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Геронтий Никифоров, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен ассоциацийӗн председателӗ, ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин Калайкасси шкулӗнче чӑваш йӑли-йӗркине ачарнах тытса пымаллине асӑнса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Фестивалӗн тӗп тӳри, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри ертӳҫин ӗҫӗсене тӑваканӗ Анна Егорова уявӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине, чӑваш ачи ачаранах чӑваш пулса ӳсмеллине палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Ачасенче чӑвашлӑх туйӑмне ӳстерес ӗҫре кунта пухӑннӑ ҫынсен тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Фестивале хутшӑнакансене Чӑваш Республикин Муркаш муниципалитет округӗ администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт пайӗ пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова та саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Шкул ертӳҫи Татьяна Ершова килнӗ хӑнасене саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Хӑнасем «Хурӑн ҫулҫи» юрра юрласа карталанса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

«Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль вӑйӑ картинчен пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Тутарстан Республикин Сиктӗрме ялӗнчен килнӗ хӑна та пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Фестивале ултӑ муниципалитет округӗн 27 вӗренӳ организацийӗнчен 200 ытла ҫын хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

«Чӑваш ачи чӑвашах» фестивале пуҫараканӗсем тата йӗркелекенӗсем: Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ, Чӑваш наци конгресӗ тата А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Муркаш муниципалитет округӗн А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси шкулӗнче чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ тата педагог Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗнчи Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ «Чӑваш ачи чӑвашах» республика шайӗнчи 7-мӗш фестиваль иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Ларӑва пуҫтарӑннисем диктант пирки информацин массӑллӑ хатӗрӗсенче пӗлтерессипе, тӗрӗс ҫырмалли правилӑсене аса илес текенсем валли занятисем ирттерессипе, чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсене информаци ҫитерессипе, тӗрӗслекенсен йышне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Конкурса хутшӑннисене ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ хыҫҫӑн сертификат параҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫине вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтараҫҫӗ, призерсене дипломсем ярса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Конкурса ярса панӑ 53 текстран чӑваш ҫыравҫи, историкӗ, сӑвӑҫи, драматургӗ, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи, Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн председателӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юхма Мишши ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ текста суйласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртнӗ конкурса Чӑваш Республикинче тата республика тулашӗнче пурӑнакан 43 ҫын хутшӑнчӗ, вӗсем хушшинче – чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем, шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсен воспитателӗсем, вӗренӱ ӗҫӗн ветеранӗсем, редакторсемпе журналистсем.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Ларура ҫавӑн пекех «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Светлана Храмова – Контактра хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна пуҫарса яракансенчен тата йӗркелесе пыракансенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех