Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Эсӗ те пӗлетӗн ӑна, Альбина, анчах шутласа кӑна пӑхман пулӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эсӗ ҫакна, ху ҫамрӑк пулин те, лайӑх пӗлсе тӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Санӑн хӑвӑн вӑйна ҫухатас килмест, тасалӑхна варалас килмест, туйӑмусене ватӑлтарас килмест, хӑвӑн юратӑвна вӑйсӑрлатас килмест, мӗншӗн тесен вӑй та, тасалӑх та, чӑн-чӑн туйӑмсем те, юрату та — пурте ҫамрӑклӑхра, ҫын пурнӑҫӗн чи хитре тапхӑрӗнче пуҫланаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пурте ҫамрӑклӑхра.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Анчах эсӗ хӑвӑн пурнӑҫунта пӗр япалапа кӑна нихҫан та килӗшесшӗн мар: санӑн ӗмӗрне те ватӑлас килмест.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Чӑннипех те ҫак тӗллевсемпе пурӑнатӑн пулсан, эсӗ хӑвна чӑннипех те телейлӗ туятӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Темиҫе ҫӗр тӗслӗ шухӑш килет пуҫа: тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ пуласшӑн, ҫынсене телей кӳресшӗн, виличчен епле те пулин нумайрах пархатарлӑ ӗҫ туса хӑварасшӑн, пӗр сӑмахпа каласан, — илемлӗн пурӑнасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хӑш-пӗр чухне эсӗ вара сасартӑк шухӑша путатӑн та хӑвӑнтан ху мӗншӗн сана ҫут тӗнчере пурӑнма аванни ҫинчен ыйтатӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эсӗ тӗрӗс ҫулпах пыратӑн, санӑн чунна нимӗн те канӑҫсӑрлантарса кӑшламасть, ҫавӑнпа эсӗ, хӑвӑн туйӑмусем мӗнле иккенни ҫинчен час-часах манса кайса, вӑл туйӑмсенчен киленӳ илнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫамрӑклӑхра самантӑн-самантӑн ху мӗншӗн пурӑннине те манса каятӑн, анчах санӑн мӗнпур ӳтӳ-пӗвӳ, кӑмӑл-туйӑму кӑна ҫаплах ҫамрӑклӑхпа туллин сывлать.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пурӑнас килет тӗнчере, савӑнас килет…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Мӗн чухлӗ айванлӑх санра, мӗн чухлӗ пархатарлӑх!

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

…Ҫамрӑклӑх, ҫамрӑклӑх…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Альбинӑна манӑн ҫупӑрласа илес килчӗ, ытла та илемлӗн, ачашшӑн каларӗ вӑл ҫав сӑмахӗсене…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Чунӑм хӑпартланса, ҫӗкленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Часах каникула килет ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Вӗсене манӑн лайӑх упраса пурӑнмалла, унсӑрӑн пӗтерет вара вӑл, — терӗ шӳтленӗ евӗр.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ура ҫине тӑрсан, вӑл, хурӑн вулли ҫине пӑхса, татах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Альбина хурӑн патне пӗшкӗнсе сӑнӳкерчӗксене хӑйсен вырӑнне майлаштарса лартрӗ, шӑтӑка хуппипе каялла питӗрсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ сӑнӳкерчӗксем ҫине тепӗр хут тӗплӗн пӑхса илтӗм те вӗсене Альбинӑна патӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех