Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тата акӑ мӗн каламалла: Сулагаевӑн техникумпа институтра вӗренсе тата кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке вуласа кулленхи пурнӑҫа сӑнаса пухнӑ пӗлӗвӗсӗр пуҫне урӑххи те пур.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавнашкал ҫыннӑн сӑмах хутаҫӗ ниепле те ҫӳхе пулма пултараймасть паллах.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малтанах вӑл пуҫламӑш классенче вӗтӗр-шакӑра вӗрентнӗ, кайран тулли мар вӑтам шкулсенче ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрҫӑччен педтехникум пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн хӑй тӗллӗн вӗренсе — пединститут.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑмах хутаҫӗ кирек хӑҫан та хулӑнччӗ Сулагаевӑн – нихҫан та пушанма пӗлместчӗ, унпа темле ыйтӑва та кӑмӑл туличченех сӳтсе явма пулатчӗ: тавракурӑмӗ анлӑ, пӗлӗвӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сахал мар эрех ӗҫнӗ иккӗшӗ, тӑраниччен шахматла вылянӑ, ҫӗр ҫывӑрмасӑр калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ялне килсе Таранов чи малтан Сулагаевпа тӗл пулма васканӑ, лешӗ вара Шупашкара пырсан Таранов патне кӗрсе тухмасӑр нихҫан та яла таврӑнман.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗри тепринчен чылай аслӑрах пулин те хӑй вӑхӑтӗнче вара вӗсем ҫывӑх юлташсемех пулнӑ, пӗр-пӗринпе час-часах курса калаҫма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла, Сулагаевӑн юлашки ҫулсенчи пурнӑҫӗ ҫинчен вӑл нимех те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Виҫӗ-тӑват ҫул каялла унӑн арӑмӗ вилнӗ, ҫапах та килӗнче вӑл пӗччен пурӑнас ҫук: кӗҫӗн ывӑлӗ Пурхиле, ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑскер, таҫта инҫете кайман – тӑван колхозрах ӗҫлет тенине илтнӗччӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лешӗ, Сулагаев тени, тахҫантанпах ватлӑх укҫи илет-ха, ҫитмӗлелле ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Катӑк пуртӑ та кирлӗ пулать иккен тепӗр чух — ытла та пысӑк тӗлӗнтермӗш эс, пурнӑҫ», — пӑшӑрханса илчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаевсем патнех каймалла-тӑр, урӑхла май ҫук.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунтан каймаллине Таранов хӑй те лайӑхах пӗлет-ха, анчах ӑҫталла?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑрлата-хӑрлата вӗрекенскер: «Питӗрӗнчӗк кил умӗнче кӑлӑхах сӗнксе тӑратӑн, сана пурпӗрех кӗртместӗп. Тасал кунтан, уттар хӑвӑн ҫулупа!» — тет ӗнтӗ вӑл хӑйӗн чӗлхипе.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑнчӑра татса урама сиксе тухас пекех тулашать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ют ҫын сассине илтсе тата ытларах хаярланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑслӑ сӑмаха хӑлхана чикрӗ тетӗр-и йытӑ?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ахаль те пуҫӑм ман хура вӑрман пекех каш та каш кашлать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫын тусӗ теҫҫӗ сирӗн пеккисене, ҫавна ӑнланма тӑрӑш та шӑплан-ха, ырӑ янаварӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех