Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫитес уйӑхра ҫав ятпа кунта савӑнӑҫлӑ пуху пулмалла, вымпел пама обкомӑн пӗрремӗш секретарӗ Петраков хӑй килмелле теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

ВЛКСМ обкомӗ, акӑ» «Шуҫӑмри» комсомол организацине уй-хирсене ытларах удобрени кӑларса ҫӗр пулӑхне ӳстерессишӗн пынӑ социализмла ӑмӑртура палӑрнӑшӑн куҫса ҫӳрекен вымпел пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Хӑш-хӑш ҫӗнӗлӗхе вӑл сӗннипе е пуҫарнипе тунӑ, хӑш-хӑш ҫитменлӗхрен вӑл ҫине тӑнипе хӑтӑлса пынӑ?

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Семинара хутшӑнакансем «Шуҫӑмри» комсомол организацийӗн ӗҫӗпе те паллашӗҫ: колхоз ӳсӗмӗсенче унӑн тӳпи мӗнлерех?

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Комсомол комитечӗсен секретарӗсемпе пропагандистсене пӗрле пухса.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Унччен кунта ҫак темӑпах семинар ирттерме юрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Политвӗрену ӗҫри тата пурнӑҫри пуҫарулӑха ӳстерсе пыма пулӑшни ҫинчен ятарласа пысӑк статья ҫырсан лайӑх пулмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Отчетра «Шуҫӑм» колхозра пилӗк бригада пулнине, кашнинчех кружок ӗҫленине, вӗсене учительсем ертсе пынине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пуринчен ытла комсомол организацине мӗншӗн пӗрмай мухтанине, палӑртнине «тытса пӑхсах» пӗлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кунти паха опыт ытти ҫӗрте те кирлӗ пуласси ӑна иккӗлентермерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ӳсӗмсен ҫӑлкуҫне курма, ҫамрӑксен пурнӑҫне васкамасӑр, тарӑннӑн тишкерме тӗллев тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫавӑнпа та ку хутӗнче пуху ирттернипе пӗрлех Пантиков «полосалӑх очерк» валли те материал пухма ӗмӗтленчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӗр-иккӗ курса-калаҫса кайнипех лайӑх та пысӑк статья ҫыраймастӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Утӑ ҫулнӑ тата кантӑр татнӑ вӑхӑтра унтан икӗ репортаж яни те лайӑх.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пантиков «Ҫамрӑк коммунист» хаҫата, Паркин сӗннӗ пек, «Шуҫӑмри» комсомол ҫинчен «полосалӑх» материал ярса параймарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лариса Захаровна тӗрӗсех тӑвать сана «Шуҫӑма» ярса…

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Ҫук, унта опытлӑраххи кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Атя, улшӑнар, сан вырӑна эп Атай колхозӗпе шкулӗнче пулӑп, — сӗнчӗ Пантиков.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Шуҫӑмра» пуху ирттересси мӗн вӑл!» — тесе хучӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Райком бюровӗнче ноябрь пӗтиччен пухусем ирттересси, ку енӗпе кама е ӑҫта ярасси пирки калаҫса татӑлсан, Миша Лапухин: «Ӑнать те Пантиковӑн!

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех