Çĕннисем
Ҫак ырӑ ӗҫе те вӑл усал ӗмӗтпех — Калис умӗнче мухтава тухас, ун пуҫне ҫавӑрас, ӑна хӑй аллине кӗртсе ӳкерес ӗмӗтпех тунӑн, Калиспа амӑшне вӑл хӑй машинине ҫав ӗмӗтпех лартнӑн, кашни сӑмаха ҫав ӗмӗтпех каласа пынӑн туйӑнчӗ.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сантӑр лачакари автокрана епле правуррӑн кӑларнине аса илтӗм.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пултартӑн Калиса Энтрирен туртса илме…»
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Калис пуҫне ҫавӑрма, ӑна арӑм тума пултартӑн иккен…
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Ӗмӗтӳ тулчӗ иккен, Сантӑр, — тетӗп кун пек чухне, шухӑш ҫырми хӑй ҫыранне пухӑннӑ самантра.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Е шухӑш ейӗвӗ ҫапла инҫене-инҫене сарӑлса каять манӑн, е каллех хӑй ҫыранне пухӑнать.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хуллен Энтрипе Тамара хыҫҫӑн утатӑп, пӗве ҫинче курни-иртни пирки шухӑшла-шухӑшла ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳсем тӑватӑп.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл ҫӗнтерсе пынӑран пурнӑҫ малалла аталанса пырать.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫӗнтерекенӗ — ырӑ.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хире-хирӗҫ тӑрса тытӑҫсан ҫеҫ пӗри теприне ҫӗнтерме пултарать.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫӗр ҫинче усал тени пур чухне ӑна хирӗҫ шиксӗр кӗрешӳ те пулмаллах.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ан пӑрӑнах, ырӑ, усалран, ан тар унран!
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Усал мӗнне эпир лайӑх пӗлсе тӑнӑран та ҫав териех паха, хаклӑ мар-ши пирӗншӗн ырӑ тени?
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тен, вӗсем, ырӑпа усал, юнашарах пулнӑран та ҫав териех ҫутӑ, илемлӗ, илӗртӳллӗ мар-ши вӑл ырӑ тени?
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Таҫта аякра?

Мӗншӗн пӗр-пӗринчен таҫта аякра пулас мар сирӗн, ырӑпа усал?
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫак кӗске ҫеҫ самантра та, ҫак пӗчӗк ҫеҫ пӗве хӗрринче те ӗлкӗртӗн пулать, вырӑн тупрӑн пулать эсӗ, усал, ырра хирӗҫ тӑма?
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мӗншӗн час-часах хире-хирӗҫ пулмалла-ши сирӗн, ырӑпа усал?
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мӗншӗн час-часах хире-хирӗҫ пулмалла-ши сирӗн, ҫепӗҫлӗхпе тӳрккеслӗх, юратупа курайманлӑх, тӗрӗслӗхпе тӗрӗсмарлӑх?
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кӗске ҫеҫ самантра, ҫак пӗчӗк ҫеҫ пӗве хӗрринче пӗрисен ӗлккен туйӑмӗсем ман чӗрере ҫавнашкалах ҫепӗҫ, хитре туйӑмсем вӑратрӗҫ, теприн чикӗсӗр хаярлӑхӗ ӑшчике ҫил-тӑвӑл пӗк пӑтратрӗ…