Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Атӑл хӗрринче курсан, Ҫтаппан ҫӗтӗке ернӗ иккен, ӑҫтиҫук этем пулса тӑнӑ, терӗн пуль-ха, — куҫ айӗн кулкаласа пӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр кравать ҫинчи матрас кӗтессине ҫӗклерӗ те ҫӑраҫҫи илчӗ, унпа шифоньер алӑкне уҫса, ман умра пӗтӗм гардеробпа усӑ курма ирӗк панӑн тайӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ку — чех гарнитурӗ, ку — румын гарнитурӗ, ку — поляк гарнитурӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ытти пӳлӗмсене кӗрсен те вӑл чи малтан сӗтел-пукан йӑхӗ-тӗпӗпе паллаштарма васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Калаҫнӑ май хӑй халат кӗсйинчен пусма татӑкӗ кӑларать те сӗтел-пукана киленсе шӑлать, пусмине куҫӗ умнех тыта-тыта пӑхать: тусан нумай ларман-и?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Диван та, креслӑсем те нимӗҫӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑваттӑшӗ те нимӗҫ шкафӗсем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Нимӗҫ шкафӗ.

— Шкаф ҫине пӑхса ил-ха эсӗ, шкаф ҫине, — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кил хуҫин мана кӗнекесенчен ытла сӗтел-пуканне кӑтартас килет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑш-пӗр кӗнекесене тытса пӑхрӑм та — шатӑртатса уҫӑлчӗҫ, страницисем пӗр-пӗрин ҫумӗнчен пирвайхи хут хӑпӑнчӗҫ — халиччен никам та вуламан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан сылтӑмри алӑксенчен пӗрне уҫрӗ те, ума чылаях пуян библиотека тухса тӑчӗ: тӑватӑ шкафра туп-туллиех кӗнеке — изоискусство, архитектура, театр, кино ыйтӑвӗсемпе ҫырнисем, чаплӑ писательсен подпискӑпа туяннӑ томӗсем, энциклопедисем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сылтӑмра — икӗ алӑк, малта — тата иккӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем хушшинчи сервантра ылтӑн-кӗмӗлпе илемлетнӗ сервизсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр кӗтесре — ҫын ҫӳллӗш сехет, тепринче — эрех ярса тӑракан Сатир кӗлетки (тӑмран-мӗнрен тунӑскер мар, мрамор).

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урайне элес-мелес кавир сарса пӑрахнӑ, маччаран тӑрантасӑн кайри кустӑрми пысӑкӑш хрусталь люстра ҫакӑнса тӑрать; стенасем ҫинче — кавирсем, эрешле турилккесем, хӗвелтухӑҫӗнчи хӗрарӑмсен кӗлеткисене ӳкернӗ пӑхӑр листасем, мӑйракасем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шалти пӳрте кӗрсен вара… темӗн те курӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Малти пӳрт ӑш-чиккине пӑхса ҫаврӑнма ӗлкӗртӗм-ха эпӗ — курмалли нимех те ҫук пек туйӑнчӗ: пысӑк кӑмакара, тӑрӑхла саксем, клеенка сарнӑ тӑваткал сӗтел, холодильник.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Атя, кунти пурлӑха кӑтартам.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мана хулран тытса тӗпелелле туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех