Çĕннисем
Тӗрӗс турӗҫ, питӗ те тӗрӗс турӗҫ Улюк кинпе ачисем ун лачакинчен ҫӑлӑнса тухса.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Уншӑн пулсан, арӑмӗ те арӑм мар, аппӑшӗ те аппӑш мар, ачи те ача мар, кил-ҫурта темтепӗр сӗтӗрме пултаракан чӗрчун ҫеҫ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Выҫкӑнлӑхне пула чунне тискерлетрӗ Ҫтаппан.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Шутламанччӗ, кӗтменччӗ атте-аннен пӗртен-пӗр ывӑлӗ ҫавӑн пек ҫын пулса тӑрасса.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Ара, чун чӑтайман енне калатӑп!
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Тӑван пирки апла-капла калаҫни аван мар та-ха, — терӗ вӑл, каллех ман ҫума ларса.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Анюк асӑрхамаллах шухӑша кайса лартӑм-ши — вӑл шӑпланчӗ те ман ҫине кӑнн пӑхрӗ, кӑштах кичемленчӗ; вара вӑл эпӗ мӗн шухӑшланине чухласа илнӗн, ман шухӑшсене пӗлсе кӑмӑлсӑрланнӑн, эпӗ ҫапла шухӑшланишӗн те мар, хӑй каласа ӗнентерме пултарайманнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑн туйӑнчӗ; акӑ вӑл кинӗпе ачисем те, хӑй те Ҫтаппана мӗншӗн пӑрахса килнине ӑнлантарма тытӑнчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫтаппанран уйрӑлнӑ ҫемье катӑкӗнче хӑйӗнче те тем пулса иртмест-и?..
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кунтисем хӗсӗнсе пурӑнма хирӗҫ мар иккен те, Улюк ывӑлӗн ирӗк пурӑнмалла иккен.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ку ҫемьере те ҫамрӑк мӑшӑр пур-ҫке?..
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Хальхи ҫамрӑксем хӑйсем тӗллӗн пурӑнма кӑмӑллаҫҫӗ»…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Ҫамрӑксене ирӗк пултӑр тесе»…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӗсем тата совхоз хваттерӗнчен мӗншӗн кунта куҫса килнӗ-ши?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кине хӑй те пиччӗш патӗнче-ҫке.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кинӗ хӑй ҫурчӗпе пурӑнать пулсан, Анюк ун патне килнӗ пулсан татахчӗ хӑть.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кун пеккине, епле калас, чӗре йышӑнасшӑнах мар пек.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Анюк сӑмахӗсене пӗтӗмӗшпех ӗненетӗп пулсан та, Ҫтаппан кӑмӑлне лайӑх пӗлсен те, вӑл, Анюк, тӑван килӗнчен тухса кайса кунта, пысӑк ҫемьеллӗ ҫын патӗнче, пурӑннине ӑнлансах ҫитерейместӗп эпӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ырӑ ҫын тӑванран та ырӑ тесе халӑхра ҫакӑн пек чухне каланӑ пуль ӗнтӗ ӑна.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫук, ют вырӑнне хумаҫҫӗ, тӑван шутӗнче усраҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ют ҫын мар-и?