Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Йӗркеллӗ, яланах пӗр вӑхӑтра ӗмӗртетчӗ ҫурисене, унтан вӗсене тӗплӗн ҫулласа тасататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ас тӑватӑп, ҫулла вӑл пускилсен анкартипе чикӗленсе ларакан ампар кӗтесӗн пӗр тулаш тӗлӗнче виҫӗ ҫӑвӑр ҫӑвӑрланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Катя хӑйӗн «ачисене» те ҫирӗп йӗркепе вӗрентсе ӳстеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Чурӑс кӑмӑллӑскер, анчах тӳрӗ чунлӑскер, кил-ҫурт таврашӗнче шӑши тытсан, ӑна нихӑҫан та пире кӑтартмасӑр ҫиместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Парӑнман, чӑтнӑ, шеремет, мӑй-май сас та кӑларман.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ун пек чух чухлаттӑмӑр: Катя кӗҫӗр кил-ҫурт таврашӗнчен йӗке хӳресене юнлӑ кӗрешӳре хӳтернӗ (кашкӑрсем ҫеҫ мар, йӗке хӳресем те йышланса кайнӑччӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче), анчах тӑшманӗсем хӑйне те самаях тивертнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Тепӗр чух ирхине тултан пӳрте чӗрӗлсе-юнланса пӗтнӗ питпе, ҫӗтӗлнӗ-ҫурӑлнӑ ӳт-тирӗпе те кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Эпир, килти ҫынсем, пурте ӑҫта та пулин каяс е кӳрӗш-арӑша каҫас пулсан, Катя пире килхушши алӑкӗ умӗнче куҫ хупмасӑр тенӗ пек кӗтсе ларатчӗ, эпир таврӑнсан, хӑй савӑннине палӑртса, ҫемҫен мяуклатчӗ, хирӗҫ чупса пырса, ура ҫумне пуҫӗпе те, хӳрипе те шӑлӑнкаласа, мӑррк! мӑррк! мӑррк! мӑрклататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

«Катя ман чир-чӗре хӑй ӑшне туртса илет», — йӳҫек кулӑш витӗр куҫҫульенсе илетчӗ анне ун пек чухне.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Тепӗр чухне тата анне ҫине те хӑпарса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Каҫхине эпир — анне, ултӑ ҫулхи аппа тата эпӗ, тӑватӑ ҫулхискер, — вырӑн ҫине ҫывӑрма выртсан, Катя пирӗн пата пырса ларатчӗ те, пӗр ҫемӗллӗн мӑр-мӑр-мӑр «кӗрпе арманӗ авӑрта-авӑрта», ӑс-тӑна йӑштарса, сӗмлентерсе, сисӗм-туйӑмсӑрлантарса, пире «чи-чи-чи тутлӑ тинӗс тӗпнелле йӑр-йӑр-йӑр шуҫтарса-ярӑнтарса» хӑваратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Темӗнле выҫӑ пулсан та, хуҫи ирӗк памасӑр е вӑрласа нихӑҫан та нимӗн те ҫиместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Чӑпар ҫӑмӗ лӑпсӑр-лӑпсӑр та йӑпшакаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Вичкӗн симӗс куҫӗсем мӑшӑр ҫавра мерчен шӑрҫа пек ҫиҫкелетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Миҫе ҫулта пулнӑ-ши вӑл?

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Хамӑн Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнчи виҫ-тӑватӑ ҫулсенчи ачалӑха аса илсен, куҫ умне яланах пин-пин сӗвекки-йӳҫеккипе пӗрлех Катя ятлӑ шултра йӑхри талпан, кӗрнеклӗ кушак та шуса тухать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫынсем хушшинче нумай та пӗтет, сахал та ҫитет тенине илтменех пулӗ ӗнтӗ салакайӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Апатланинччӗ йышлӑха пӗрлешсе — ытти кайӑксен эртелне хутшӑнса — ҫӑкӑр чӗре сури тумалӑх, кӑмӑлӗсене карта лартмалӑх пурин валли те ҫитнӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ара, хӑвӑнсӑр пуҫне кама кӳлешӗн?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Те йӗрет вӗл, те такама ӳпкелет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех