Çĕннисем
— Никита Павлович, — тесе лӑпкӑн пуҫлать те вӑл хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӗрарӑм-диспетчер каллех телефон трубкине тытать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ытти сӑмах та тухрӗ-ха диспетчер ҫӑварӗнчен, ҫапла ҫеҫ те ыйтмарӗ вӑл — ытти сӑмахсем ман хӑлха ҫуммипе иртсе кайрӗҫ, хӑлхана кӗмерӗҫ, мӗншӗн тесен хура сӑн-питлӗ арҫыннӑн тилмӗрсе пӑхакан куҫӗсене куратӑп та, ҫак самантра маншӑн та бетонран хакли нимӗн те ҫук пек, бетонсӑр пуҫне мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар пек, кунта эпӗ хам та ҫавӑншӑнах килнӗ пек туйӑнса каять.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Бетон?.. — терӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кӑлкан пек ҫӳҫлӗ хӗрарӑм-диспетчер телефон трубкине хучӗ те, пуҫне ҫӗклесе, чикан пит-куҫлӑ, сулхӑн сӑнлӑ арҫын ҫине пӑхрӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кур-ха акӑ.

Анчах та ҫав ытти сӑмахсем — вӗсем «раствор» е «бетон», «панель» е «кирпӗч» сӑмахсене витерӳллӗрех калама ҫеҫ кирлӗрен, хушма сӑмахсем ҫеҫ пулнӑран — итленӗҫемӗн хӑйсен янӑравлӑхне ҫухатса пыраҫҫӗ, илтӗнмиех те пулаҫҫӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Каласса ытти сӑмахсем те калаҫҫӗ-ха вӗсем, ваттисен сӑмахӗсене те пит вырӑнлӑн ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара хурса, сӑвӑ-юрӑри йӗркесене аса илсе, ахаль те ҫивчӗ чӗлхи-ҫӑварӗсене татах ҫивӗчлетеҫҫӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кунти диспетчерсенчен вара вӗсен ҫумӗнче талӑк хушши хӑлхана тӑратса ларсан та «раствор», «бетон», «кирпӗч», «машина», «панель», «кран» сӑмахсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те илтеес ҫук пек туйӑнма тытӑнать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пилӗк пин?

Виҫӗ пин?

Кун каҫа миҫе сӑмах тухма пултарать-ши этем ҫӑварӗнчен?
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тахӑш енчи, тахӑш кӗтесри ҫынсемпе калаҫнӑ хушӑрах диспетчерсем карлӑк умӗнче канӑҫсӑрланса, куҫран кӗрсе каяс пек пӑхса тӑракан ҫынсене итлеме те, вӗсене сӑмах хушма та ерҫеҫҫӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӗсем, пӗр трубкӑна хунӑ-хуманах теприне илсе, е кӗскен те татӑклӑн хуравлаҫҫӗ, е сӑмаха тимӗр ҫивитти ҫине ҫумӑр тӑкӑннӑ пек сапа пуҫлаҫҫӗ; пӗрисене ӳкӗтлеҫҫӗ, теприсемпе ятлаҫсах каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсен сассине илтнӗ-илтменех йӑлтӑр ҫуталаҫҫӗ, — кампа мӗнле пуплесси ыйтӑва еплерех татса панинчен, ӗҫ тухнипе тухманнинчен килет.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Карлӑк леш енчи телефон аппарачӗсем умӗнче — виҫӗ диспетчер: икӗ ҫамрӑк хӗрарӑмпа сартутлӑ йӗкӗт.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Аслӑ диспетчерӗ хӑй, кӑвак ҫӳҫлӗ вӑрӑм, ырхан арҫын, хӑрах урине пӳлӗм алӑкӗн урати ҫине пуснӑ та ҫап-ҫаврака пит-куҫлӑ арҫынпа калаҫать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ун алӑкӗ тӑррине хӗрлӗ сӑрӑпа «Аслӑ диспетчер» тесе ҫырнӑ кантӑк ҫапса хунӑ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Малта — тепӗр пӳлӗм, пӗчӗкскер.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ку хутӗнче те, иртнинчи пекех, ҫын йышлӑ унта: вӗсем телефон аппарачӗсем лартса тултарнӑ вӑрӑм сӗтел умӗнчи карлӑк ҫине сӗвенсе тӑраҫҫӗ, канӑҫсӑррӑн уткаласа ҫӳреҫҫӗ, стена ҫумӗнчи пукансем ҫинче лараҫҫӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Каялла тухса, диспетчерсем патне каҫрӑм, планерка пулни-пулманни ҫинчен вӗсенчен ыйтса пӗлес терӗм.