Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Пруткин, сан сассу-и унта?

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗнле юмахри пек? — вӗчӗрхенерех ыйтрӗ строй-трестӑн главнӑй инженерӗ, ҫӳллӗ те ансӑр ҫамкаллӑ, аллӑ пилӗк-утмӑл ҫулсенчи сарӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Атту пирӗн кунта шӑп та лӑп юмахри пек пулса пырать.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ыттисем те шӑл шурри кӑтартмарӗҫ вӗсем пирки, — обком секретарӗ сӑмахне вӗҫлесе хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларнӑ вӑхӑтра илтӗнчӗ халӑх хушшинчен.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эсир, секретарь юлташ, столовӑйсем пирки шарламарӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Обком секретарӗ ҫывӑх вӑхӑтра хӑш объектсенче уйрӑмах ҫине тӑрса ӗҫлемеллине, строительствӑри паха меслетсене анлӑ сарасси, коллективсене ҫирӗплетесси ҫине тимлӗ пӑхма кирлине астутарчӗ, шанса панӑ ӗҫре принциплӑха ӳстерсе пыма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Креслӑсем чӗриклетме пӑрахрӗҫ, пӑшӑлтаткаласа ларасси пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сассине пӗрре те хӑпартмасӑр, лӑпкӑн калаҫрӗ вӑл, анчах туйтармалла, асра юлмалла каларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Обком секретарӗ вӑхӑтра ӗҫе кӗртеймен объектсене, юлса пыракан бригадирсен, участоксемпе СУ начальникӗсен хушамачӗсене асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫ мӗн чухлӗ пысӑкрах, ҫав ӗҫри кӑлтӑк-ҫитменлӗхсем пирки сӑмах-юмах та ҫавӑн чухлӗ ҫивӗчрех-мӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫук иккен, ун пек калаҫма та тивет иккен.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакӑн пек ҫынсем ҫинчен, халех ӗнтӗ юрра кӗнӗ, поэмӑсемпе повеҫсене кӗнӗ ҫынсем ҫинчен тиркевлӗ-мӗнлӗ тенӗ пек калаҫма чӗлхе ҫаврӑнӗ-и вара?

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Улӑп-завод лартакансем хӑйсен те улӑп вӑй-хӑватлӑ этемсем мар-и?

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эппин, тӗлӗнтермӗш чун-хӑватлӑ ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ-и кунта?

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн пек ҫӗкленсе, кунти тавралӑх сӑн-сӑпатне сасартӑках улӑштарса ячӗ ҫӗнӗ завод…

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пуйӑспа талӑк хыҫҫӑн талӑк ыткӑнса пыратӑн-пыратӑн та вара — ума ҫӗкленет-тухать тинӗс пичӗ ҫап-ҫуттӑн та тикӗссӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тинӗс ҫийӗ пекех ҫав, ара.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫурчӗсем пӗр-пӗринпе сыпӑнчӗҫ, эретленчӗҫ те, тӳп-тӳрӗ урамсем пулса тӑчӗҫ, кантӑксемпе панельсен ҫути тинӗс ҫийӗ пек сенкер кӑваккӑн ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ара, шутла-ха ӗнтӗ: вӗсем, ҫӗнӗ завод тӑвакансем, виҫ-тӑват ҫул хушшинчех тӗлӗнтермӗш ҫуртсем хӑпартса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапах та (ҫакна лайӑх пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех) ку стройкӑра мана никам та сивӗ сӑмаха тивӗҫлӗ мар пек, тивӗҫлӗ пулас та ҫук пек, пӗри теприн ҫинчен хыттӑн, ҫиллессӗн калани пулман, пулас та ҫук пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех