Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӗсен ҫулӗ — пӗр ҫул.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

«Шурча таврашӗнче» кӗнеке шанчӑк паракан лайӑх картинӑпа вӗҫленет: Ухтиван тӑван ҫӗршывран уйрӑлма тӑнӑ ҫынсене тӗттӗм вӑрмантан ертсе тухать, вӗсене малалла илсе каять, ҫынсем ун ҫывӑхӗнче пулма тӑрӑшаҫҫӗ, ун ҫине пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Хветӗр Уяр, романне ҫак пархатарлӑ тӗллевпе ҫырнӑ пулин те, пӗрремӗш кӗнекере вӑл хӑй тӗллевӗнчен чылай аякра тӑрать-ха.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

«Историллӗ роман» тенӗ произведенире, пирӗн шутпа, тӗп проблема — кӗрешӳ проблеми, тӗп идея — ирӗклӗхшӗн кӗрешес идея пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

«Шурча таврашӗнче» кӗнекере ҫав кӗрешӳ хавалӗ, кӗрешӳ идейи сисӗнсех каймасть.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Анчах историе илсе пӑхсан, халӑхра яланах кӗрешӳ хавалӗ ҫирӗп пулнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн пусмӑрҫисене хирӗҫ унчченех Разинпа, Пугачевпа пӗрле паттӑррӑн ҫӗкленнӗ пулсан, халӗ вара, ҫав Пугачева астӑван ҫынсем хушшинчех, паттӑрсем ҫук пек пулса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Ҫав иккӗленӳ — пӗтӗм кӗнеке витӗр палӑрса тӑрать, Ухтиван сӑнарне хавшатать, кӗрешӳ пӗлтерӗшне чакарать.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Кӑна Ухтиван, пурнӑҫра чылай хура-шура курнӑскер, вырӑссемпе пӗрле бурлакра ҫӳренӗскер, чӑвашсен пӑлхавне пуҫаракан Григорьева пӗлекенскер, чи йывӑр, кирлӗ самантра ҫапла иккӗленет.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

«Сылтӑмалла кайсан пуҫу пӗтӗ, сулахаялла кайсан — утна ҫухатӑн, тӳрӗ кайсан — яту та, уту та пӗтӗ».

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Ӳкмелле-ши, ӳкмелле мар-ши, тенӗ евӗр, сывлӑшра малтанхи юр пӗрчисем вӗҫкелесе ҫӳреҫҫӗ, уҫланкӑ варринче кив сӑхман тӑхӑннӑ ҫын (Ухтиван. — А. А. ) пуҫне чиксе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

«Тӳпе тӗссӗр, пӑтранчӑк.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Автор ҫав самантсене ӑста ӳкерсе катартать, асра юлан ҫав детальсем вара ирӗксӗрех авторӑн тӗп идейине хирӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Ухтиван тӗллӗн-тӗллӗн хӑйӗн хӑюлӑхне, пултарулӑхне кӑтартнӑ хушӑрах (кун пек вырӑнсем романра ҫук мар), тепӗр чухне пире хӑйӗн йӑвашлӑхӗпе, чун вӑйсӑрлӑхӗпе хавшак кӑмӑлӗпе, шанчӑка ҫухатнипе тӗлӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

(М. М. Ковалевский патне ҫырнӑ ҫыруран, 1879 ҫ.).

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Кун пирки Маркс ҫапла ҫырнӑ: «Необходимо для писателя различать то, что какой-либо автор в действительности дает, и то, что он дает только в собственном представлении. Это справедливо даже для философских систем: так, две совершенно различных вещи — то, что Спиноза считал краеугольным камнем в своей системе, и то, что в действительности составляет этот краеугольный камень».

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Автор ҫав образ урлӑ пӗр-пӗр паллӑ идейӑна сарасшӑн пулнӑ тейӗпӗр, анчах ҫав образа объективлӑ тӗплӗн тишкерсе эпир хамӑра кирлӗ урӑх выводсем тума та пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Мӗншӗн тесен, произведенири образ ялан автор идейинчен анлӑрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Анчах объективлӑ идея автор идейинчен анлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Автор идейи паллӑ: пусмӑр тӳссе пиҫӗхнӗ Ухтиван майӗпен кӗрешӳ ҫулӗ ҫине тухать, халӑха хӑй тавра пухмаллине туйса илет; халӑхсӑр вӑл пӗр-пӗччен ним те тӑваяс ҫук; пусмӑрҫӑсене йӑвашшӑн парӑнмалла мар, хаяррӑн хирӗҫ тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех