Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Амӑшне астумасть, тепӗр ача ан ҫуралтӑр тесе «ытлашши тӑрӑшнипе» ҫӗрӗ кӗнӗ тет-и?..

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑрӑпа тытса хӗненӗ хыҫҫӑн вӑхӑтсӑр вилнӗ ашшӗнчен пӗчченех юлчӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Петӗр ҫамрӑкла ҫара ҫерҫи ҫеҫчӗ темелле, ҫурчӗ те ҫурт майлӑ мар: улӑм витнӗ, мунчаран та пӗчӗкскере кӗретӗн те пуҫпа маччана перӗнетӗн; ҫипуҫӗ те — кивӗ сӑхманран ҫӗлетнӗ пиншак кӑна; выльӑх таврашӗ ҫук, ӑна ҫӗрне кӳршӗсем сухаласа акатчӗҫ, вӗсемех ӑна выҫса вилме памарӗҫ тесен те йӑнӑш мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Шел, ывӑлӗ ку енӗпе ашшӗне хывмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫиркие вара пуҫлӑхсем ӳстерсех пырӗҫ, орден партарӗҫ, пысӑк депутатах тӑвӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Курччӑр-иҫ тата: курнӑшӑнах арӑм пӗтмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чи кирли вара — ҫав чипер хӗрарӑма курасшӑнах пуҫлӑхсем Ҫиркипе ҫывӑхланма тӑрӑшнӑ пулӗччӗҫ, йӳтӗм тупса, ҫӗр выртмаллах килӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Сутас тесен те, сахал хак памӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Оксанӑна кин тусан, кил-ҫуртне утарӗ-мӗнӗпех куҫарса килме пулать.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫӗнушкӑнта пулса, вӗсен пӳртне курнӑ; пысӑк, икӗ пӳлӗмлӗ, кивех те мар, пӳрчӗпе хуралтисене турпас витнӗ, сачӗ пур, пысӑках мар утар та тытаҫҫӗ-мӗн; мамаккӑшӗ ватӑ — нумаях пурӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ӑна Петӗр хӑй те миҫе хутчен ытараймасӑр сӑнаман-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Оксана пекки.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пирӗн ҫемье валли пуян ратнерен хӗр кирлӗ, хӳхӗм хӗр пултӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Юрать-ха Таиҫӗ хӑех ялтан тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫие юлсан качча илес тет-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ухмах, ҫав тӗллев валли урӑххи ҫук-им?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ялта Ҫирки Марькка патне кӗре-кӗре тухать тата Каттяна астарать…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫӗклесе тухмалла та кабинӑна лартмалла-мӗн, илсе килсен вӑрҫанҫи-йӗренҫи пулатчӗ те — пӗр-ик кунтан лӑпланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ун кӑмӑлне пӑхса тӑмалла-им?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Туя Петӗрӗ ывӑлӗпе кӑмӑлсӑр: мӗнле вӑл каҫунккӑ эрехпе те, Макҫӑма лартса кайса та хӗр илсе килмелле мар?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех