Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Наукӑн пурнӑҫ явленийӗсен вӑрттӑн тупсӑмне, пурнӑҫ процесӗсене, уйрӑм илсен, веществосен улшӑнӑвне, организмсен наследственноҫне тата кунта кирлӗ пек улшӑнусем тӑвас ӗҫе йӗркелесе пымалли тӗрлӗ майсене тӗпчесе пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Медицинӑ ыйтӑвӗсене ӑнӑҫлӑ татса пама, ял хуҫалӑхне малалла ҫӗклеме кирлине кура, биологи наукисен пӗтӗм комплексне аталантарас енӗпе пысӑк ӳсӗмсем тумалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Программӑра наукӑпа техникӑ аталанӑвӗн малашлӑхӗ хальхи вӑхӑтра, чи малтанах, ҫутҫанталӑка тӗпчесе вӗренекен чи кирлӗ отраслӗсен — математикӑ, физикӑ, хими тата биологи наукисен ҫитӗнӗвӗсенчен килнине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Теориллӗ тӗпчев ӗҫӗсене аталантарассине тата наукӑна производствӑпа ҫыхӑнтарассине парти ку тӗлӗшпе тухса тӑракан чи кирлӗ задачӑсем тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Наукӑна аталантарассишӗн, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе халӑх хуҫалӑхӗнче усӑ курассишӗн парти малашне те уйрӑмах тимлӗ тӑрӑшӗ».

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

«Наукӑпа усӑ курни обществӑн производителлӗ вӑйӗсене хӑватлӑн ӳстермелли теп фактор пулса пырать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Партин ҫӗнӗ Программинче совет наукин аталанӑвӗн ҫӗнӗ те чаплӑ пуласлӑхне уҫҫӑн палӑртса хунӑ:

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет Союзӗнче туса хатӗрленӗ «Восток-1» тата «Восток-2» карапсем ҫинче Ю.А. Гагаринпа Г.С. Титов пилот-космонавтсем тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫни ку чухнехи совет наукин чаплӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртса тӑрать тата совет наукин аталанӑвӗнчи чаплӑ малашлӑхсене кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунизмӑн пурлӑхпа техникӑ никӗсне туса хурассине тата коммунизмла обществӑн членӗсене вӗрентсе ӳстерессине наукӑпа техникӑ прогресӗсӗр тума май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунизм тӑвас ӗҫре совет науки пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Каярахпа вара, ҫирӗм ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, вӗренме кӑмӑл тӑвакан мӗн пур граждансене аслӑ шкулсенче пӗлӳ илме питех те паха майсем уҫӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫитес ҫирӗм ҫул хушшинче мӗн пур ҫамрӑксене аслӑ шкултан вӗрентсе кӑларас задачӑна пурнӑҫлама май килмесен те, ҫак тапхӑрта аслӑ шкулсенче вӗренекен студентсен контингенчӗ виҫӗ хут ытла ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫак задачӑна парти икӗ тапхӑрта татса парать: малтанхи вунӑ ҫул хушшинче шкул ҫулне ҫитнӗ мӗн пур ачасене вун пӗр ҫул вӗренмелли вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларса пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем параҫҫӗ, халӑх хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен, тивӗҫлӗ пӗлӳ илеймен ҫамрӑксене вара 8 клас чухлӗ верентессине обязательнӑй йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ; тепӗр вунӑ ҫуллӑхра вара пурне валли те вӑтам шкул пӗтерме майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Программӑ ҫитес ҫирӗм ҫул хушшинче пурне те обязательнӑй йӗркепе вӑтам пӗлӳ парассине пурнӑҫлама тата ҫынсене аслӑ шкулсенче вӗрентессине малалла аталантарма пысӑк та пархатарлӑ задачӑ лартать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах та, кашни ҫын культурӑпа пӗлӳ патне туртӑннине кирлӗ пек тивӗҫтермесен, ҫамрӑк ӑрӑва пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем парассине ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пымасан, ӗҫлекен халӑхӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата культурӑпа техникӑ тӗлӗшӗнчи пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе пырассине кирлӗ пек йӗркелемесен, ку ҫителӗксӗр пулать-ха.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫапла вара, обществӑ членӗсемшӗн кашниншӗнех творчествӑлла ӗҫлеме тата вӗренме лайӑх майсем уҫӑлаҫҫӗ; ҫак кирлӗ ӗҫре халӑх пурнӑҫне пурлӑх тӗлӗшӗнчен лайӑхлатса пыни, ӗҫ кунӗ кӗскелни, ҫынсен пурнӑҫӗпе йӑла условийӗсене ҫултан-ҫул лайӑхлатни питех те пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫакӑ ҫынсене ӑс-тӑн ӗҫӗпе вӑй-хал ӗҫне пуриншӗн те пӗрешкел ылмаштарса пыма май парать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ӑс-тӑн ӗҫӗпе вӑй-хал ӗҫӗ хушшинчи тӗп уйрӑмлӑхсене пӗтересси чи малтанах техникӑ прогресӗ туса хунипе, мӗн пур рабочисен, хресченсен тата интеллигенцин ӗҫӗсене пӗр тан условисенче автоматизациленипе тата механизациленипе пулать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Культурӑллӑ революцин юлашки тапхӑрӗнче мӗн пур рабочисемпе хресченсене пӗлӳлӗх тӗлӗшӗнчен интеллигенци шайне ҫитереҫҫӗ, халӑха вӗрентес ӗҫӗн пӗтӗм системинче ӗҫпе вӗренӗве пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарса туса пыраҫҫӗ, ҫапла вара ӑс-тӑн ӗҫӗпе вӑй-хал ӗҫӗ хушшинчи уйрӑмлӑхсем пачах пӗтсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑй-хал ӗҫӗпе ӑс-тӑн ӗҫне пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатма пурлӑх енчен тивӗҫлӗ майсем туса хунипе, пурлӑхпа ӑс-тӑн пуянлӑхӗсем ытлӑн-ҫитлӗн хатӗрлессишӗн кӗрешнипе пӗрлех парти ӗҫ ҫыннисен коммунизмла ӑнланулӑхне ӳстерес тӗлӗшпе те ҫине тӑрса ӗҫлет, коммунизм тӑвакансен нумай пӗлӳллӗ, пур енчен те ҫӳллӗ пусӑмра тӑракан кадрӗсене вӗрентсе хатӗрлеме иксӗлми пысӑк вӑй хурать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех