Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 2019 ҫултан пуҫласа ҫырла ҫитӗнтерекенсене грантсем пама пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Унсӑр пуҫне ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерекенсем валли ҫӗнӗ пулӑшу форми пур: вӗсен тӑкакӗсен 80 процентне саплаштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Ҫавӑн пекех Олег Николаев хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен статусне туса килти хушма хуҫалӑхра тӑрӑшакансене Чӑваш Республикин Правительстви пулӑшса пыни, ҫырла ҫитӗнтерессипе ҫыхӑннӑ проектсене «Перспектива» тата «Агростартап» грантсем урлӑ укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерни ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Фестивалӗн тӗллевӗ — ҫак опыта пӗрлештересси, аталанура ҫӗнӗ шая тухасси, республикӑн туризм илӗртӳлӗхне ӳстересси», — палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Кӗске хушӑра туса илмелли технологине алла илсе ӳстерекен ҫырласен ассортиментне анлӑлатма май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

«Тӑватӑ ҫул каялла эпир ҫырла ҫитӗнтерессине аталантарма шутларӑмӑр, Ял хуҫалӑх банкӗпе пӗрле фермерсен шкулне пуҫарса ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Павильонсене кӗрсе республикӑра туса илекен ҫырла тата унран хатӗрленӗ продукци тӗслӗхӗсене тишкернӗ, ҫак мероприяти ялти ӗҫӗн пысӑк пӗлтерӗшне кӑтартса пани ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Фестивале ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та пырса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Унта декоративлӑ ӳсен-тӑран, сад культурисем ҫитӗнтерекен, вӗсене апатлантармалли минерал удобренийӗпе, сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешмелли хими препарачӗпе, хунав-тӗмпе, вӑрлӑхпа тивӗҫтерекен организацисем, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, уйрӑм предпринимательсем, Шупашкар хулипе муниципалитет округӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар округӗнчи Шӗнерпуҫ территори уйрӑмӗнчи Хыркасси ялӗнче Пӗрремӗш ҫырла фестивалӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Хальхи вӑхӑтра Василий Николаевич Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнать, ҫитес эрнере ытларикун вӑл 94-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Унӑн сумлӑ ытти награда та чылай.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

1974 ҫулта Василий Николаевича Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ хисеплӗ ят парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Ял хуҫалӑх отраслӗнче пысӑк кӑтартусем тунӑшӑн «Путь Ленина» колхоз ЦК КПССӑн тата РСФСР Министрӗсен Канашӗн куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ Ялавне илме тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Вӑл асӑннӑ хуҫалӑха 22 ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

1959 ҫулта ӑна «Путь Ленина» колхоз председателӗ пулма суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Ятарлӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Василий Платонов тӑван хуҫалӑхра агроном пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Виҫӗ ҫул хушшинче вӑл ҫамрӑк агроном дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Тепӗр ҫултан пултаруллӑ каччӑна райком партийӗ Шупашкара вӗренме янӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Хӗсметрен таврӑнсан Василий Николаевича «Коминтерн» колхозӑн уй-хир бригадирӗ пулма шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех